Ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕ — Чăваш тĕррин кунĕ. Ку çамрăк уяв пулин те унăн никĕсĕ çирĕп, тымарĕ тарăн. Тĕрĕре чăваш пурнăçĕ, савăнăçĕ, ыратăвĕ сăнланать. Хăй мĕн калас тенине пирĕн несĕлсем пин-пин çул каяллах çĕвĕ чĕлхипе ăнлантарнă. ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев Чăваш тĕррин кунне çирĕплетсе ятарлă хушу кăларнă. Çак уяв пурри пирĕн халăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн Раççейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрлес пуçарулăха федераци шайĕнче йышăннă. Паянхи кун вара Шупашкарта Чăваш наци музейĕнче тĕрленĕ Раççей карттипе паллашма пулать. Кунта экскурсовод каланине итлеме кăна мар, Раççей карттине сăнлакан ÿкерчĕке пазлсенчен пуçтарма та пулать. Ку питĕ кăсăклă, ушкăнпа пурнăçламалли ĕç.
Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекен Аврора Петровна Григорьева шкул ачисене Чăваш тĕррин кунĕ пирки каласа панă. Шкул ачисене вăл чăваш тĕррисемпе паллаштарнă, кашни тĕрĕ мĕн çинчен каланине ăнлантарнă. Ятарласа хатĕрленĕ презентаци урлă вăл ачасене Раççей карттине кăтартнă.
Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр Аврора Петровна хăйĕн хĕрĕпе Надежда Валериановнăпа пĕрле Вăрмар районĕн карттине тĕрлесе «Тĕрĕллĕ Чăваш Ен» проекта хутшăннă, ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне, асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.
М.ЕГОРОВА, Пысăк Енккасси ялĕнчи библиотека заведующийĕ.