Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта «Чăваш Ен туризмĕ» форум уçăлнă. Унăн тĕп тĕллевĕ — Чăваш Республикине туристсемшĕн илĕртÿллĕ тăвасси. Чăваш Ене цифра технологийĕсемпе усă курса еплерех илĕртмелли пирки, хăш IT-инструментсемпе усă курса республика тăрăх çулçÿреве тухма май пурри çинчен, пирĕн регионта мĕнлерех çĕнĕлĕхсем кĕртме май пуррине сÿтсе яврĕç «Турист карттипе усă курса Чăваш Енĕн туризм потенциалне аталантарасси» ятпа иртнĕ стратеги сессийĕнче. Туристсем он-лайн сервис урлă турист порталĕпе усă курса билетсене электрон майпа туянма пултарĕç. Тепĕр майлă ку вăл турист картти.
Турист карттине Чăваш Ене килекен турист усă курма пултаракан мĕнпур сервиса хывнă: транспорт, турист продукчĕ тата ытти те. Карттăна илмешкĕн турист порталĕнче регистрациленмелле. Апатлану, ресторан, хăна çурчĕ, курса çÿремелли вырăнсем — туристшăн йÿнĕрех пулĕç. Çав карттăпа тÿлемешкĕн банксемпе çыхăнса ĕçлемелле. Тĕп тĕллев - çак карттăна илессине ансатлатасси, туристсен хушшинче анлă сарасси.
Чăваш Енре туризма аталантармалли тĕрлĕ ыйтусене çĕршыври тĕрлĕ регионсенчи цифра ведомствисен представителĕсемпе, малта пыракан IT-компанисен специалисчĕсемпе пĕрле сÿтсе яврĕç.