Паян Чăваш Республикинче «Чăваш Енри Туризм» форум шайĕнче 8-мĕш сесси иртнĕ. «Агротуризм» — «Ялти туризм» сессинчи ыйтусем туризма яллă вырăнсенче аталантарас тавра пулнă.
ЧР вице-премьерĕ, ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов «Агротуризм» — «Ялти туризм» маршрутсем хăмлапа, вĕллетерапипе тата инновациллĕ сĕтпе тĕлĕнтерĕ тесе пĕлтернĕ. Мероприятине паллă экспертсем, тĕрлĕ регионсен представителĕсем хутшăннă. Сессире палăртнă тăрăх, регионта агротуризма аталантарас, туристсене яла илĕртес тĕллевпе пилотлă 9 района суйласа илнĕ: ку вăл Улатăр, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне, Тăвай районĕсем.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев асăннă сессин пĕлтерĕшĕ пысăк тесе палăртрĕ. «Ялти туризма аталантарасси — федераци шайĕнчи тема. Кăçалтанпа яллă вырăнсенче тараватлăх индустрине аталантарма патшалăх 10 млн тенкĕ таранччен грантсем те пама тытăннă. Сессире сăмах 9 район пирки кăна пынă пулин те, анчах Чăваш Республикинче туристсене илĕртме пултаракан вырăнсем нумай, çав шутра Вăрмар районĕнче те, çавăнпа агротуризм пирĕн районта та аталанасса шанатпăр», — терĕ Николай Михайлович.