PetrovКашни çулах ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле «Çулталăк çемйи» конкурс ирттерет.

Конкурс тĕллевĕ – ăнăçлă çемье пурнăçне, çемьепе ăс-хакăл хак­лăхĕсене пропагандăласси, аш­шĕпе амăшĕн статусне çĕклесси, аслă ÿсĕмрисене хисеплесси.

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче «Çулталăк çемйи- 2022» республика конкурсне торжествăлла лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ. Пирĕн ра­йонтан конкурса Кĕтеснер ялĕнчи Петровсен çемйи хутшăннă.

Çемье пуçлăхĕ Сергей Иванович пур ĕçе те тума пĕлет. Платник те, сварщик те вăл, техникăна та юсама пĕлет. Вăл тăрăшнипех çемье пысăк хитре çуртра пурăнать, хуçалăхра пурте пĕрле тĕрлĕ пахча-çимĕç, улма-çырла çитĕн­тереççĕ, илемлĕ чечексем лартса ÿстереççĕ. Мăшăрĕ Ольга Ивановна Кĕтеснерти шкулта повар пулса ĕç­лет. Ольга Ивановна ĕçчен, ал ĕç тума пĕлекен маттур хĕрарăм, апат-çимĕç хатĕрлеме, кукăль пĕçерме юратать, хĕрĕсене те кулинарие хăнăхтарать. Унсăр пуçне пултаруллă амăшĕ ялти культура çуртĕнче иртекен мероприятисене активлă хутшăнать, ташлама, юрлама юратать.

Петровсем çул çитмен 4 ача çи­тĕнтереççĕ: опекăна илнĕ ывăлĕ Александр, аслă хĕрĕ Дарья, кĕçĕн хĕрĕ Есения, ывăлĕ Богдан.

Петровсен çемйинче пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланма пĕлни, пулăшма хатĕр пулни хуçаланаççĕ. Çемьере пурте пĕр-пĕриншĕн яваплă, ачисем те çемье ăшшине туйса юратупа туслăхра çитĕнеççĕ.

Савăнăçлă мероприятире Пет­ровсене «Çулталăк çемйи-2022» республика конкурсне хутшăннă ятпа Свидетельство панă.

О.ФЕДОРОВА, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Январь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Яндекс.Метрика