Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе Вăрмар район çыннисем çыхăну тытсах тăраççĕ. Салтаксене йывăр вăхăтра хавхалану, пулăшу кирлине те аван пĕлеççĕ. Нумай пулмасть кăна район хастарĕсем Луганск тата Донецк халăх Республикисен чиккинче пулса алла хĕç-пăшал тытнă салтаксемпе тĕл пулнăччĕ, вĕсем патне чылай япала илсе çитернĕччĕ.
Иртнĕ вырсарникун, акă, пысăк тиевлĕ МАЗ автомашинăпа Вăрмарсем каллех аякри çăмăл мар çула тухрĕç. Район çыннисем кар тăрса пуçтарнă гуманитари пулăшăвне мобилизациленĕ салтаксем патне передовойне Вăрмар арçыннисен пуçаруллă ушкăнĕ илсе çитермелле. Çак йышра Анатолий Юрьевич Хованский, Николай Аркадьевич Илларионов, Сергей Николаевич Григорьев. Вĕсене инçе çула каяс умĕн Мăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Леонид атте пил парса, ăнăçу сунса ăсатнă, районти ытти çынсем те пĕрле пулнă çак вăхăтра.
Вăрмар район халăхĕ çăмăл мар вăхăтра чăннипех те пĕр чăмăра пухăнса туслă пулнине çирĕплетрĕ. Ватти-вĕтти, çамрăксем, предпринимательсем кам мĕнпе пулăшма пултарать – пурте хăйĕн тÿпине хывнă. Кам тăхăнмалли ăшă тумтирпе, теприсем тĕрлĕ-тĕрлĕ апат-çимĕçпе, электроинструментсемпе, медицина препарачĕсемпе, вĕри апат пĕçермелли савăтсемпе, пĕчĕк тимĕр кăмакасемпе тата ытти нумай-нумай япалапа пулăшрĕç. Халăх вăйĕпе пысăк автомашина фургонĕ тулли тулнă. Йыш пĕр чăмăрта пулни хурçăран çирĕп тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.
Акă Вăрмар пасарĕнче «Техник» лавкка тытакан уйрăм çын предприниматель Сергей Николаевич Егоров /ÿкерчĕк çинче/ хăйĕн шăллĕпе Алексей Николаевичпа пĕрле /Чупай ялĕнчен/ ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăрăн ентешсем валли бензинпа ĕçлекен генератор, бензопăчкă, аккумуляторпа ĕçлекен болгарка, сварка тумалли аппарат, электроинструментсемпе ĕçлемелли тĕрлĕ-тĕрлĕ ытти хатĕр пуçтарса панă.
Вăрмар поселокĕнчи Эдуард Владимирович Павлов предприниматель палаткăра хутса ăшăтмалли тимĕр кăмакасем — 7 буржуйка туса парса янă, вĕсенчен пĕрин çинче хуран лартса апат пĕçерме пулать /ÿкерчĕк çинче\. «Хутса ăшăтмалли кăмакасем кирлине пĕлсен 3-4 кун хушшинче туса ĕлкĕртĕмĕр, вĕсене пурне те вут хурса хутмалла пулĕ», - пĕлтерчĕ Эдуард Владимировичăн ашшĕ Владимир Павлов. Унăн тепĕр ывăлĕ Андрей Владимирович малтанхи хутĕнче лавккаран 12 пин тенкĕлĕх апат-çимĕç продукцийĕ туянса парса янă пулнă.
Район çыннисен пулăшăвĕ курăмлă, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ.
Э.МИХАЙЛОВА.