Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн /ăна çулсерен декабрĕн 3-мĕшĕнче паллă тăваççĕ/ Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Республикинчи организацийĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕн членĕсем çавра сĕтел тавра пуçтарăнчĕç. Тĕлпулу «Пĕр пек правасем, пĕр пек майсем» темăпа иртрĕ.
Çавра сĕтел ĕçне районти инвалидсен организацийĕн председателĕ Э.Борисова тата ял тăрăхĕсенчи инвалидсен пуçламăш организацийĕсен председателĕсем, районти тĕп библиотека ĕçченĕсем, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ М.Пуклаков, РФ Пенси Фончĕн Вăрмар районĕнчи Клиент службин руководителĕ Т.Васильева, районти ветерансен Канашĕн председателĕ Л.Голубева, агропромышленность комплексĕн ветеранĕ Н.Дмитриева тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Мероприятине уçнă май районти тĕп библиотекăн ертсе пыракан библиотекарĕ Р.Иванова Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕн историйĕ çинче чарăнса тăчĕ, хăш-пĕр цифрăсемпе паллаштарчĕ. «Росстат даннăйĕсем тăрăх, кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççейре 10 миллион ытла сусăр çынна регистрациленĕ, ку вăл çĕршывра пурăнакансен йышĕнчен 9,03 % шутланать. Вăрмар районĕнче вара хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 21863 çын пурăнать пулсан, сусăрсен шучĕ 1638 çынпа танлашать — ку вăл 7,49%», — пĕлтерчĕ Римма Алексеевна.
Районти инвалидсен организацийĕн председателĕ Э.Борисова организаци членĕсене тимлĕх уйăрасси малти вырăнта пулнине палăртрĕ. «Эпир сывлăх енчен çăмăл мар лару-тăрăва лекнисене мĕнпур пулăшупа тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр, вĕсем хăйсене хÿтлĕхре туйăччăр тесе тăрăшатпăр. Сывлăх начар тесе килсенче хупăнса лармалла мар, тухмалла, çÿремелле, ыттисемпе хутшăнмалла, пурнăç илемне курма пĕлмелле, пуçа усмалла мар, мĕн пуррине хакламалла», — хавхалантарчĕ пухăннисене Эмма Михайловна. Организаци ĕçне хутшăнакан мĕнпур çынсене тав турĕ.
Çавра сĕтел хушшинче ларакансем патшалăх сусăр çынсене кÿрекен пулăшусемпе тата çăмăллăхсемпе паллашрĕç, çавăн пекех сусăр çынсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе лару-тăру мĕнлерех пулни çинчен пĕлчĕç.
Кашнинчех çакăн евĕр мероприятисенче инвалидсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, социаллă ыйтусене татса парас ĕçре палăрнăшăн чи активлă çынсене районти инвалидсен организацийĕн Тав çырăвĕпе чыслаççĕ. Хальхинче ăна тăрăшуллă та ĕçчен Галина Васильевна Александрова тивĕçрĕ.
Çавра сĕтел ĕçĕ тухăçлă иртрĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен шухăш-кăмăлĕпе паллаштарчĕç, иртнĕ кунсене аса илчĕç, малашлăха çутă ĕмĕтпе пăхмалла тесе пĕтĕмлетрĕç.
И.ДАНИЛОВА.