Кĕтеснерти культура çуртĕнче Амăшĕн кунĕ ячĕпе савăнăçлă уяв каçĕ иртрĕ.
Уява килекенсем малтан Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» ятлă кураври ĕçсемпе паллашрĕç. Вĕсене уйрăмах Елена Андреева тĕрленĕ материалсем килĕшрĕç. Уява ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ С.Скворцова уçрĕ, уяв историйĕпе паллаштарчĕ. «Анне», «асанне», «кукамай» ята илтме тивĕçнĕ хĕрарăмсене ялти ветерансен канашĕн председателĕ Анатолий Иванов та саламларĕ, амăшĕ çинчен çырнă хăйĕн сăввине вуласа пачĕ.
Уява пынисемшĕн Алексей Скворцов хатĕрленĕ концерт пысăк парне пулчĕ. Концерт Татьянăпа Мирослава Ивановăсем, амăшĕпе хĕрĕ иккĕшĕ пĕрле, «Ты моя» ятлă юрра юрланипе пуçланчĕ. Вĕсем пĕчченшерĕн юрласа та куракансене тăтăшах савăнтарчĕç. Залра ларакансем Мирослава лайăхран та лайăх юрланине палăртрĕç, амăшĕ пекех хитре юрлама пĕлет, терĕç. Çавăн пекех концерта илем кÿрекенни «Нарпи» ансамбльти капăр тумланнă О.Петрова, Н.Константинова, С.Скворцова пулчĕç. Халичченхи пекех пурте пĕлекен чăвашла та вырăсла юрăсене А.Скворцов шăрантарчĕ, унпа пĕрле залрисем те хаваспах юрларĕç. Концерт тăршшĕпех кашни юрă нумай ачаллă аннесен, тăлăх ачасене усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсен, службăра тăракан, халĕ çапăçу хирĕнчи салтаксен амăшĕсен ячĕсемпе пулчĕ. Артистсем сцена çине тухнă чухне те, кĕрсе кайнă чухне те залра хыттăн алă çупни янăраса тăчĕ. Концерт хыççăн куракансем уява йĕркелекенсене, юрлакансене чĕререн тав турĕç.
А.ЯКОВЛЕВ.
Кĕтеснер ялĕ.