dirРаççейри ачасемпе çамрăксен юхăмĕ — патшалăхăн пĕтĕм çĕршыври ачасемпе çамрăксене пĕр чăмăра пухакан обществăлла организацийĕ. Вăл хăйĕн ĕçне 2022 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче пуçăннă.

Асăннă проект Чăваш Республикинче те, çав шутра Вăрмар районĕнче те, пурнăçланса пырать. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — çĕнĕ лидерсене, активист­сене тупса палăртса хатĕрлесси. Çавна май «Ачалăх навигаторĕ» /«Навигатор детства»\ проектăн муниципалитетри кураторĕ, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем, шкулсенчи вĕренекенсен хăйтытăмлăхĕн лидерĕсем, районти Ача-пăча творчество çурчĕн ĕçченĕсем уйăхне пĕр хутчен пĕрле пухăнса çĕнĕ проектсене сÿтсе яваççĕ, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштараççĕ, вĕрентÿ мастер-класĕсем ирттереççĕ.

Çак кунсенче районти Ача-пăча творчество çур­тĕн­че вĕсен черетлĕ тĕлпулăвĕ — «Вĕрентÿ вырсарникунĕ» — иртрĕ. Унта хутшăнакансем ĕç ыйтăвĕсене те сÿтсе яврĕç, социаллă сетьсенче шкулсен страницисене мĕнле йĕркепе тытса пымаллине те пĕлчĕç. Подписчиксен шутне мĕнле майпа ÿстермелле, сăнÿкерчĕксен пахалăхĕпе материал калăпăшĕ мĕнлерех пулмалла, вулакансене мĕнлерех темăсем ытларах килĕшеççĕ — пухăннисем çак тата ытти ыйтусем çине хуравсем илчĕç.

Çавăн пекех мероприятине Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тухса тăракан «Шкул сасси» хаçатăн редколлеги членĕсем Екатерина Николаева тата Анна Михайлова хутшăнчĕç. Вĕсем шкулсенчи вĕренекенсен хăйтытăмлăхĕн лидерĕсем валли «21-мĕш ĕмĕрти шкул хаçачĕ. Лайфхаксемпе паллаштаратпăр» темăпа мастер-класс ирттерчĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика