IMG 0858Вăрмарти халăх историпе таврапĕлÿ музейĕнче Надежда Васильевна Николаева-Таявась /ÿкерчĕк çинче/ кăларнă «Заглянем в деревню Избеби» — «Эçпепе ялне çитсе курар-ха» çĕнĕ кĕнекен презентацийĕ пулчĕ. Тĕлпулăва Вăрмар районĕн таврапĕлÿçисем, пултарулăх çыннисем, сăмах ăстисем хутшăнчĕç.

Музей экскурсовочĕ Г.Корытникова кĕнеке авторĕн — Надежда Васильевнăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Н.Николаева-Тая­вась Эçпепе ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шупашкарти педагогика институтĕнчи художествăпа графика факультетĕн­че вĕренсе 1979 çулта алла диплом илнĕ. Шăпа ирĕкĕпе ăна тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлеме тÿр килнĕ: Эçпепе клубĕн заведующийĕнче те, Кивĕ Вăрмар шкулĕнче рисовани, черчени, ал ĕç вĕрентекенĕнче те, «Паха тĕрĕ» çĕвĕ фабрикинче художник-оформитель пулса та, воспитатель, методист ĕçĕсенче те вăй хунă. 1990-2008 çулсенче Вăрмарти вăтам шкулта технологи предметне вĕрентнĕ, 2009 çултан шкул музейне те ертсе пынă.

Н.Николаева-Таявась сă­вăсемпе поэмăсем çырать, тĕпчев ĕçĕпе кăсăкланать. Вăл 7 кĕнеке авторĕ. Пухăннисем вĕсемпе мероприяти тĕл­не хатĕрленĕ куравра паллашма пултарчĕç. Надежда Васильевна кашни кĕнекине кăларас ĕç мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ, сăмахĕ ытларах çĕнĕ кĕнеки пирки пулчĕ паллах.

Хăйĕн çемйин, тăванĕсен, çуралнă ялĕн, унта пурăнакан çынсен пурнăçĕпе тата историйĕпе интересленнипех тĕпчев ĕçне пуçăннă Надежда Васильевна. Эçпепе ялĕн чи паллă пулăмĕсемпе хисепе тивĕçлĕ çыннисен ячĕсене пĕр кĕнекере пухас, вĕсемпе ыттисене паллаштарас тĕллевпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пуçăннă. Ялти кашни киле кĕрсе тухса кашни çыннипе калаçнă, Кивĕ Шулханти библиотекăран, архивран тухма та пĕлмен. Вăл тăрăшни сая кайман. «Заглянем в деревню Избеби» кĕнекере Эçпепе ялĕ мĕнле пулса кайни, кунта колхоз мĕнле йĕркеленни çинчен, вĕрентÿ, медицина, ял хуçалăхĕ, культура тата ытти сферăсенче палăрнă пултаруллă эçпепесем пирки вуласа пĕл­ме пулать. Çавăн пекех Надежда Васильевнăн хăш-пĕр сăввисене те кĕртнĕ. Çак кĕнеке Эçпепе çыннисемшĕн кăна мар, историпе кăсăкланакансемшĕн те, шкул ачисемпе студентсемшĕн те интереслĕ пулмалла.

Çĕнĕ кĕнеке кăларнă ятпа çак тĕлпулура Н.Николаева-Таявась саламлă сăмахсем сахал мар йышăнчĕ. Я.Зайцев, Т.Дорофеева-Миро, Г.Эверсков, А.Иванов, Ю.Сантус-Петров-Ара, Н.Петрова, В.Толматов, Ю.Егоров, А.Васильев, Н.Гаврилов, Т.Федорова, Е.Селихова, В.Петров, Ю.Соколов, В.Евгеньев тата ыттисем те Надежда Васильевнăн тăрăшулăхне, пултарулăхне пысăк хак пачĕç, малашне те кĕнекесем кăларма вăй-хăват сунчĕç.

Мероприяти тăршшĕпех илемлĕ юрăсем шăранчĕç, çав шутра «Мĕн тери аван эпир кунта паян пурте пĕрле пухăннăран» юрă та пулчĕ. «Чăнах та, мĕн тери аван эпир кунта пухăнса çак тĕлпулăва туслă йышпа ирттерни», — пĕтĕмлетрĕç хисеплĕ таврапĕлÿçĕсем.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика