Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ тенĕ пек юлашки кунсенче вăл хăйĕн вăй-хăватне чăннипех те кăтартрĕ. Пăрлă çумăр çуса çул-йĕре пăрпа витсе хучĕ, электролини пралукĕсем те шăнтса хытса шар курчĕç. Вырăн-вырăнпа юсавран тухнине пула районти чылай ялсенче пурăнакансем килĕсенче çутăсăр лараççĕ. Çакăн пек лару-тăрăва сирсе ярас тĕллевпе районти электросетьсенче ĕçлекенсем кунĕн-çĕрĕн ĕç вырăнĕсенче пулса чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас тесе тăрăшаççĕ. Вĕсене пулăшма Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсенчен специалистсем икĕ бригада çитнĕ. Вĕсем хальхи вăхăтра18 çын тата 6 техника единици чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас сипе ырми-канми ĕçлеççĕ. Вăрмар районĕн хисеплĕ çыннисем, çак вăхăтра сире пурне те лăпкăлăха упраса ăнланма ыйтатпăр.

Ю.ЕФИМОВ, райадминистрацин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика