Кăçалхи декабрĕн 9-мĕшĕ Арапуç ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Кавалта пурăнакан нумай ачаллă Степановсен çемйишĕн савăнăçлă та пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлчĕ. Çак кун вĕсене пурăнмалли хăтлă та çĕнĕ çурт уççийĕсене панă.
Савăнăçлă мероприятие Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев хутшăннă. Чăваш Республикинче çул çитмен 5 е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине малти вырăна хунине палăртрĕ Д.Иванов хăйĕн сăмахĕнче. Çĕнĕ пÿрт уççийĕсене панă май вăл çак çуртра яланах ăшă та хăтлă пултăр, савăнăçлă ача-пăча сасси янăраса телей хуçалантăр тесе суннă. Нумай ачаллă амăшĕ Лариса Михайловна Чăваш Республикин, Вăрмар районĕн, Арапуç ял тăрăхĕн руководствине çĕнĕ пÿртшĕн савăннине палăртса тав тунă: «Пирĕншĕн, нумай ачаллă çемьешĕн, çакăн пек çуртра пурăнма май пурри — питĕ пысăк телей. Тавах патшалăха пире пулăшнăшăн».
Çĕнĕ çурт хуçисем хисеплĕ хăнасене хăйсен çĕнĕ килне кĕрсе курма йыхравларĕç. Ачасем кăмăлтанах хăйсен пулас пÿлĕмĕсем ăçта пулассине, ăçта мĕн вырнаçтарма планланине пĕлтерчĕç.
Çĕнĕ кил чăнах та пысăк, хăтлă. Кунта мĕн кирли йăлтах пур: газ, çутă, шыв кĕрет, зал, спальня, пысăк кухня, ванна, туалет.
О.МИШИН, райадминистрацин ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.