Тикаш ял тăрăхне кĕрекен Тикаш, Хĕрлĕçыр, Çĕнĕ Вĕренер ялĕсенчи халăх мобилизациленĕ граждансен çемйисене, вĕсем нумай расхутланнине кура, пулăшас тесе укçа-тенкĕ пуçтарма шутланă. Укçа пухакан ещĕксем Хĕрлĕçыр ялĕнчи «Удача», Çĕнĕ Вĕренерти «Эльвира», Тикаш ялĕнчи Вăрмар райповĕн лавккисенче вырнаçнă. Ял халăхĕ патриотизмла туйăма мала хурса, çын нушине ăнланса салтаксене пулăшас тĕллевпе хăйĕн тÿпине хывать. Ятарлă списокра ещĕке укçа яракансен хушамачĕпе ячĕсене çырса пыраççĕ. Ял çыннисем ытларах 1000-шер тенкĕ параççĕ. Сăмах май каласан, декабрĕн 13-мĕшĕ тĕлне Тикаш ялĕнче пурăнакан 35 çын çак ырă пуçарăва хутшăнчĕ. Çĕнĕ çулччен пырĕ укçа-тенкĕ пухасси. Мĕн пуçтарăннине Тикаш ял тăрăхĕнчи мобилизациленĕ салтаксен çемйисене укçан парăпăр. Йывăрлăхра пĕрле пулни темрен те паха.
В.НАРСОВ, Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ.