Районти хăш-пĕр ялсем каллех электричествăсăр тăрса юлнине кура «Вăрмар районĕнчи электричество сечĕсем» тулли мар яваплă обществăн начальникĕпе Николай Юрьевич Ивановпа çыхăнтăмăр. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ĕнерхи пăрлă çумăра пула Урнар, Саруй, Кавал ялĕсенче проводасем талса аннă. Хальхи вăхăтра Урнар, Саруй ялĕсен çыннисем çутăсăр. Хамăрăн районти электриксем унта хĕрсе кайса ĕçлеççĕ. Хальлĕхе тăватă çынран тăракан пĕр бригада ĕçлет. Электричествăпа ял халăхне паянах тивĕçтерĕç. Çавăн пекех Кавалта та ирхине валли электричествăсăр тăрса юлнă пулнă, унта та пĕр бригада тăрăшать. Часах кунта ĕçе вĕçлемелле.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика