Internet2Хальхи вăхăтра Раççейре 1-9 классенче вĕренекенсем валли онлайн мелпе «Хăрушлăхсăр интернет» олимпиада иртет. Вăл декабрĕн 26-мĕшĕччен тăсăлать.

Паянхи кун тĕлне олимпиадăна пирĕн республикăри 16806 шкул ачи хутшăннă та ĕнтĕ, çав шутра Вăрмар районĕнчен — 451 ача.

Олимпиада тĕллевĕ — ачасене интернетра асăрхануллă пулма вĕрентесси. Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслес текенсен гаджетсемпе, браузерсемпе усă курнă чухне, онлайн мелпе тавар туяннă тата социаллă сетьсемпе мессенджерсенче çынсемпе хутшăннă вăхăтра тĕрлĕ лару-тăруран тухмалли мелсене палăртмалла.

Олимпиадăна хутшăнас тесен safenet.uchi.ru сайта кĕмелле.

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти 1-9 классенче вĕренекенсем те «Хăрушлăхсăр интернет» олимпиадăна активлă хутшăннă. «Олимпиадăна хутшăнни пирĕншĕн питĕ усăллă пулчĕ. Эпир хамăр мĕн пĕлнине те тĕрĕслерĕмĕр, тавракурăма та анлăлатрăмăр, интернетра питĕ асăрхануллă пулмаллине ăса хыврăмăр. Ачасене пурне те çак олимпиадăна хутшăнма сĕнес килет», — тет 6-мĕш класра вĕренекен Юлия Петрова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика