Н.БОРИСОВА, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ:
«Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе çăмăл мар çулталăка пĕтĕмлетессипе тÿрĕ лини ирттерчĕ. Вăл йăлана кĕнĕ йĕркепех иртрĕ темелле. Ятарлă çар операцине хутшăнакан мобилизациленĕ граждансен çемйисене, ачисене кÿрекен пулăшу пирки ыйту пачĕç республика Пуçлăхне. Мобилизациленĕ салтаксен мăшăрĕсене ачасене кÿрекен пулăшу интереслентерет. Шкула, ача садне çÿремен ачасене нимĕнле çăмăллăх та çуккипе кăмăлсăрланаççĕ. Çав вăхăтрах вара шкул ачисене кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр вĕри апат çитереççĕ, икшер пин тенкĕ стипенди тÿлеççĕ, ачасем хушма вĕрентÿ учрежденийĕсене те укçа тÿлемесĕрех çÿрейреççĕ. Вăрмар районĕнчи мобилизациленĕ салтаксен 9 ачи шкулта тÿлевсĕр апатланать, тепĕр 11 ачашăн садик укçи тÿлемеççĕ. Çавăн пекех шкула çÿрекен 9 ача районти хушма пĕлÿ паракан учрежденисене те тÿлевсĕр çÿреççĕ. Çавăн пекех Вăрмар районĕнчи мобилизациленĕ салтаксен пур ачине те Çĕнĕ çулхи пылак парнесемпе савăнтарнă. ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев виçĕ çулчченхи ачасене те пулăшмалли мерăсене вăя кĕртессине тимлĕх уйăрассине каларĕ.