Умра Çĕнĕ — 2023 çул. Мĕнпе палăрса юлчĕ-ха пирĕн хуçалăхшăн 2022 çул. Ку çулта эпир чылай енчен палăрма пултарни те кăмăла çĕклет. Пурнăç вăл тумхахсăр мар, тĕрлĕрен пăтăрмахсем те сиксе тухаççĕ. Анчах та ăна майлаштарса пымасăр пулмасть. Пĕтĕмĕшле илсен 2022 çул начаррипе мар, лайăххипе асра юлчĕ. Лайăххи вара тăрăшса ĕçлемесĕр, вăй хумасăр пулмасть. Паянхи куна пирĕн хуçалăхра 585 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен сăвакан ĕне 231 пуç, пушмак пăрусем — 47, ултă уйăха çитмен пушмак пăрусем 71 пуç, 12-18 уйăхрисем 60 пуç, 18 уйăхран иртнисем — 38 пуç, самăртма хупнă вăкăрсем 89 пуç. Пĕтĕмпе хуçалăхра 3201 гектар çĕр çинче акса-лартса илетпĕр Унти 2439 гектарĕ çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, техникăлла культурăсем 376 гектар, нумай çул ÿсекен курăк 386 гектар, кукуруза 150 гектар çинче çитĕнтет. Кăçлхи çул хуçалăхра тухăçлă тыр-пул пухса кĕртрĕмĕр. /Пĕр гектар çĕр çинчен шутласан 35 центнер тĕштырă пухса кĕртрĕмĕр/. Ку пирĕншĕн пĕрре те начар мар. Выльăх-апчĕ те хĕл каçмалăх çителĕклĕ хатĕрленĕ.