О.ВОЛКОВ, Вăрмар район больницин тĕп тухтăрĕ:
«ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев ирттернĕ тÿрĕ лини вăхăтĕнче медицинăри çивĕч ыйтусене хускатмасăр хăвармарĕç. Республика Пуçлăхĕ халăха пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ кÿрессипе мĕнлерех ĕçленине ăнлантарса пачĕ. Кадрсен ыйтăвĕ те çивĕч. «Медицина кадрне пĕр кунта хатĕрлеймĕн», - терĕ вăл. Çывăх вăхăтра республикăри кашни медицина учрежденине кадрсемпе тивĕçтерессипе тăрăшса ĕçлетпĕр паянхи кун. Акă пирĕн Вăрмар районĕнчи тĕп больницăна 2022 çулта çĕнĕ икĕ тухтăр ĕçе вырнаçрĕ, пĕри педиатр, тепри — терапевт. Ку енĕпе малалла та тăрăшатпăр, фельдшерсене те кĕтетпĕр. Шăхалĕнче çитес çул пуçламăшĕнче çĕнĕ ФАП хута яма палăртатпăр, ăна хăпартса, туса пĕтернĕ. Çавăн пекех 2023 çулта Хĕрлĕçыр ялĕнче те çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, Арапуçĕнче çĕнĕ амбулатори туса лартасшăн. Энĕшпуçĕнче çĕнĕ врач офисне уçасшăн. Тĕллевсем пысăк, пурнăçламалли нумай. Вăрмар больницин тĕпрен юсаса çĕнетнĕ поликлиникине Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче уçма палăртатпăр».