Çĕр ĕçченĕн канлĕ вăхăт çук. Кашни çĕнĕ çул пуçланнă тĕле иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлететпĕр. Акă, 2022 çулăн юлашки кунĕсем пыраççĕ. Асра юлмалли самантсем вĕсем питех те нумай темелле. Анчах пурне те çырса та пĕтерес çук. Мĕншĕн тесен ĕççыннин лайăххи те начарри те, пăшăрханмалли те нумай. Пĕр виçĕ сăмахпа каласа хăварас пулсан, хуçалăхра 700 гектара яхăн çĕрпе усă куратпăр. Пĕр гектар çĕр пуçне шутласан 34,7центнер тĕштырă пухса кĕртрĕмĕр. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 100 пуç. Кăçалхи çула шута илсен ку кăтарту начарах мар тесе каласшăн. Чи асра юлни вăл АГРОС-595 комбайн туянни пулчĕ. Нумай ĕçе çăмăллатма пулăшрĕ вăл. 2023 çул валли палăртса хунă тĕллевсем пур, хальлĕхе хамăр шухăша вăрттăнлăхра тытасшăн.