Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев «тÿрĕ лини» ирттерсе республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Пурĕ 210 ытла ыйту пулнă. Эфирта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисене тивĕçекен çăмăллăхсемпе, медицина учрежденийĕсене кадрсемпе тивĕçтерессипе, çĕнĕ шкулсем тăвассипе, тăлăхсене пурнăмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, тăван чĕлхене упраса хăварассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Çавăн пекех проблемăллă темăсене те хускатнă: халăха çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, хăтлăх ыйтăвĕсем пăшăрхантараççĕ.
Çапла пулмасăр, çанталăк шар кăтартнине пула кăçал хĕлле çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕч тăрать, унсăр пуçне энерготытăмри çăмăл мар лару-тăру та çынсене самай терт кăтартрĕ. Уйрăмах пирĕн Вăрмар районĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ.
ЧР промышленноç тата энергетика министрĕн заместителĕ Б.Морковцев, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Фролов ĕнер Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă май районти энергетика службин представителĕсемпе шăпах та пăрлă çумăр хыççăн сиксе тухнă йывăрлăхсем пирки калаçнă. Энергетика службин ĕçченĕсем çак тапхăрта халăха электроэнергипе тивĕçтерес тĕлĕшпе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă. Вĕсем чăннипех те тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.
Çавăн пекех яваплă çынсем Вăрмар муниципаллă округăн пуçлăхĕпе В.Шигильдеевпа пĕрле «Аквапром», «Аквамир» суту-илÿ çурчĕ» тулли мар яваплă обществăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Çак организацисенче гидроаккумуляторсем, сарăлакан пичкесем, шăвармалли шлангсем туса кăларассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсен продукцине республикăра кăна мар, ытти регионсенче те хапăл тусах туянаççĕ.
Унсăр пуçне ĕçлĕ çулçÿреве тухнисем хăмла çитĕнтерессипе ĕçлекен «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕпе те паллашма кăмăл турĕç, предприятин Кĕтеснер ялĕнчи участокĕнче пулса курчĕç.