Вăрмар районĕнчен Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисен — контрактниксен, мобилизациленĕ граждансен, хăйсен ирĕкĕпе кайнисен ачисене пурне те Çĕнĕ çул парнисем — пылак кучченеçсем парса тухнă çак кунсенче. Çак ĕçе Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр ĕçченĕсем пурнăçланă. Районти 18 çул тултарман 24 ачана тивĕçнĕ парнесем, çак шутра виçĕ çул тултарманнисем те.