e reSvUfWkaDWCB1QdIc8wcnV6ESs1ZARdiq cfJ BgGhvP GN0L5s3sRaAWimK3Uo0fMs18 qhGgPz6aqg84qfТăрăшуллă, яваплă, ĕçчен çынсем яланах хисепре. Çак ырă енсене палăртса вĕсене тĕрлĕ наградăсемпе чыслани вĕсен ĕçне чăннипех те пысăка хурса хакланине çирĕплетет, малалла та пĕтĕм вăй-хăвата парса вăй хума хавхалантарать.
«Хĕрлĕ ялав» хаçатра редакторта ĕçлекен Алевтина Васильевна Николаевăна та хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал тесе çирĕплетсех калатпăр, мĕншĕн тесен унăн ĕçĕ вăрмарсен куçĕ умĕнчех, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать вăл. Редакцире 1975 çултанпа тăрăшаканскер, çавăн пекех темиçе хутчен те Вăрмар хула тăрăхĕн депутачĕ пулнăскер хисеплĕ наградăсене пĕрре кăна мар тивĕçнĕ.
Алевтина Васильевнăн ĕçченлĕхне хакласа, районăн обществăлла-политикăлла пурнăçне активлă хутшăннăшăн паян хисеплĕ ĕçтешĕмĕре «Единая Россия» Партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Ăна «Единая Россия» Партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Л.Черкесов алă пуснă. Пысăк наградăна Алевтина Васильевнăна «Единая Россия» Партин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн секретарĕ М.Дмитриева, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Г.Боредский тата С.Федотов пачĕç.
Алевтина Васильевнăна çак ырă пулăмпа ăшшăн саламлатпăр, малашне те ăнăçу çул-йĕрĕпе утăмлама сунатпăр!

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика