Январĕн 19-мĕшĕнче, ытларикун, Христос Туррăмăра шыва кĕртнĕ кун. Çак кун Иисус Христос Иордан шывĕнче Иоанн пророкран шыва кĕнĕ. Христос Туррăмăра шыва кĕртнĕ кун пур çăлкуçсене те кĕлĕ вуласа çветтит тăваççĕ тесе ăнлантараççĕ пире священниксем.

Православи тĕнне ĕненекен çыннăмăрсем! Çак хисеплĕ кун шыва кĕрес текенсене асăрхаттарса çапла калас килет: сивĕ шывпа чÿхеннĕ вăхăтра харпăр хăй сывлăхĕ еплерех пулнине асăрхасах тăмалла. Енчен те эсир тин çеç мĕнле те пулин чирпе аптăраса илнĕ пулсан, врачпа канашламасăр шыва кĕме тăхтаса тăрăр. Кун пек чухне пите е алăсене сывĕ шывпа сирпĕтсе илсен те çителĕклĕ пулĕ тесе шутлатăп. Сывлăх енчен аптăрасах кайманнисен те салтăнсан тÿрех шыва чăммалла мар, малтан алă-урасене пĕчĕккĕн йĕпетмелле, вара тин сивĕ шыва кĕме юрать. Хисеплĕ тăванăмăрсем, çак кун чи кирли эрех-сăрапа иртĕнмелле мар. Сăваплă вырăнта харпăр хăйне Турă хушнă пек тытсан пуриншĕн те лайăх пулĕ.

Шыва пĕлнĕ-пĕлмен вырăнта харпăр хăй вак касса ан кĕрĕр. Çак кун валли районти Мăнçырма, Арапуç, Чулкас, Шăхаль, Кавал, Чупай, Пинер ялĕсенче ятарласа шыва кĕмелли вырăнсем пур. Енчен те кун пек вырăнсем пулмасан хăш-пĕр ялсенче вак касса хатĕрлеççĕ. Анчах та вĕсенчи лару-тăрăва асăрхаса тăмалла. Çак кун шыва кĕмелли ятарлă вырăнсенче халичченхи пекех медицина тата полици работникĕсем, райадминистрацин яваплă çыннисем пулĕç. Апла пулин те харпăр хăйĕн тимлĕхне те çухатас марччĕ. Асăрхануллă пулни никама та пăсмасть.

Ю.ЕФИМОВ, мобилизаци ĕçне йĕркелекен, ятарлă программăсен, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика