«Ветеринари çинчен» саккуна кĕртнĕ улшăнусем кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕç. Выльăх-чĕрлĕхе маркăласси тата учета тăратасси - çав шутра.

Çак йĕркене пăхăнма 2024 çулхи март уйă­хĕн 1-мĕшĕнчен çирĕп ыйтĕç. Унччен РФ Ял хуçалăх министерствинче маркăламалли тата учета тăратмалли чĕрчунсен списокне хатĕрлĕç. Ку мăйракаллă шултра выльăха, сыснана, сурăха, качакана, кайăк-кĕшĕке, кролика тата пыл хуртне пырса тивĕ. Приюта е культурăпа курав учрежденине илнĕ чĕрчунсене те ятарлă паллă лартĕç. Вĕсене те, мăйракаллă шултра выльăха та, лашана та, тĕвене те уйрăмшар маркăлĕç. Сыснана, сурăха, качакана, чăхха, кăрккана, кăвакала тата пыл хуртне — ушкăншаррăн. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн йытта, кушака тата килти ытти чĕрчуна маркăламалла мар. Маларах РФ Патшалăх Думинче вĕсем валли уйрăм саккун проекчĕ кирлине палăртнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика