poliРаççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи 2022 çулхи оперативлă лару-тăрăва канашлу ирттерсе тишкерчĕç. Канашлăва Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Тăвай муниципаллă округĕн пуçлăхĕ

В.Михайлов, ЧР Шалти ĕçсен министерствин штаб начальникĕн заместителĕ – инспекци начальникĕ И.Семенов, Вăрмар район прокурорĕн заместителĕ Ю.Казаков хутшăнчĕç. Иртнĕ çулхи оперативлă лару-тăрăва хаклакан тĕп докладпа «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ С.Мочалов тухса калаçрĕ.

Иртнĕ çулхи 12 уйăхра регистрациленĕ преступленисен шучĕ 212-рен 240 таранччен ÿснĕ. Çак шутра çынна улталанисем 18-тан 42 таранччен хăпарнă, экономика енĕпе çыхăннă преступленисем 6-ран 21 таранччен ÿснĕ. Пĕтĕмĕшле регистрацие илнĕ 240 преступленирен 171-не вĕçне çитерсе суда янă, ĕç тухăçлăхĕ 2,4 процент ÿснĕ. Уголовлă явап тытма 240 преступлени тунă 148 çынна явăçтарнă.

Çынна вĕлернисене, сывлăхшăн юриех йывăр, вăтам йывăрăш, çăмăл сиен кÿрекен преступленисене, хĕненисене, асап кăтартнисене, вĕлерессипе хăратнисене, хваттерсемпе пурăнмалли çуртсене çаратнисене, автомашинăсене вăрланисене, вăрă-хурахла ĕçсене 100 проценчĕпех тупса палăртнă.

Вăрмар тата Тăвай муниципал­лă округĕсен территорийĕсенче çын­на мăшкăлланисем, вăрă-хурахла ĕçсем, хăратса укçа тытса илнисем, сирпĕтмелли хатĕрсемпе усă курнисем, терроризмпа экстремизм сĕмĕллĕ преступленисем пулман.

Полици сотрудникĕсем профилактика мерисене ирттернине кура нумай тĕрлĕ преступленисене чакарма май килнĕ. Сывлăхшăн вăтам йывăрăш сиен кÿнисем 6-ран 2, вăрланисем 54-ран 46 таранччен чакнă. Преступленисене пĕтĕмĕш­ле уçса палăртасси 78,8 процент­ран 83 процент таран лайăхланнă.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн тĕп тĕллевĕ — оперативлă лару-тăрăва йĕркере тытасси, сериллĕ преступленисем пулассине сыхласси, пулса иртнине оперативлă хирĕç тăрасси.

2022 çулта малтанхи çулсенче тунă преступленисене уçса палăртассипе лайăх результатсене тивĕçнĕ /çак категорири 8 преступление уçса палăртнă/.

Çемьери йăлара пулакан преступленисен шайĕ те 12,5 процент сахалланнă /40 преступленирен 35 таранччен/, çав шутра йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем те — 2021 çулта 3 преступлени пулнă пулсан, иртнĕ çул пĕрре те пулман.

«Урмарский» уйрăм право йĕркине тивĕçтерессипе профилактика мерисене пурнăçланă май ĕç тăвакан тата муниципаллă влаç органĕсемпе çулталăк тăршшĕпех çине тăрса ĕçленĕ. Ку енĕпе Вăрмар тата Тăвай муниципаллă округĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Çул çитмен ачасемпе комплекслă ĕçленине кура вĕсемпе çыхăннă преступноç лару-тăрăвĕ лайăхланнă. Виçĕмçул икĕ преступлени пулнă пулсан, пĕлтĕр — пĕрре кăна. 2021 çулта çул-йĕр çинче 23 инкек пулнă, вĕсенче 6 çын вилнĕ, 2022 çулта 22 авари пулнă, 2 çын пурнăçĕ татăлнă.

Интернет сетĕнчи тата мобильлĕ çыхăнупа çыхăннă ултавсенчен профилактика ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ пулин те, ку енĕпе лару-тăру çăмăл мар.

2022 çулхи 12 уйăхра эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ 85 çын 101 преступлени тунă. Ку цифрăсем 2021 çулхипе танлаштарсан пысăкрах. Çавăн пекех обществăлла вырăнсенче пулакан преступленисен йышĕ 29-тан 35 таранччен хăпарнă.

Канашлăва хутшăннă яваплă çынсем РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмпа тачă çыхăнса ĕçленине палăрт­рĕç.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика