Н.Разумова, Шăхаль ялĕнчи библиотека заведующийĕ: «Çын культура тата ăс-хакăл енчен аталанни пирĕн вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне Çырупа тухнă май Чăваш Ен иртнĕ çул культура еткерĕ çине пысăк витĕм кÿнине, республикăн культура сферинчи пуçарăвĕсене çĕршыв шайĕнче ырланине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, РФ Культура министерстви кăçал Раççей регионĕсен тĕрленĕ карттисен фестивальне ирттерес сĕнĕве хапăл тунă.

Сăмаха май, эпир те, Шăхаль ялĕнчи культура ĕçченĕсем, Раççейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрлес ĕçе хамăр тÿпене хыврăмăр, ку енĕпе ытларах ялти культура çурчĕн заведующийĕ А.Федорова вăй хучĕ. Эпир çак пысăк ĕçе хутшăннишĕн савăнатпăр. Ялта культура вучахĕ, çав шутра вулав культури те ан сÿнтĕр тесе ĕçлетпĕр. Вырăнти «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕпе /руководителĕ Н.Тапинова\ тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр, аслисене те, ачасене те хутшăнтаратпăр. Культура вăл чи малтанах ялтан, халăх хушшинчен, кашни уйрăм çынран пуçланать-çке. Патшалăх, республика руководстви культура сферине аталантарассипе тĕллевлĕн ĕçлет, эпир те хамăрăн тивĕçĕмĕрсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшатпăр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика