Л.Никифорова, Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев ЧР Патшалăх Канашне черетлĕ Çырăвĕпе тухрĕ. Ăна эпĕ кашни çулах тимлĕн итлетĕп. Олег Алексеевич çулсеренхи пекех кăçал та вĕренÿ сферине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Кăçал чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, пирĕн Патриарх Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине палăртса унăн халалĕсем хальхи саманара та актуаллă тесе каларĕ. Ку чăнах та çапла. Эпир, педагогика ĕçченĕсем, Иван Яковлевич пĕр ĕмĕр каяллах çырса хăварнă сăмахсем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре халь те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатпăр, мĕншĕн тесен патриотизм, тăван çĕршыва юратни, пĕр-пĕрне хисеплени тĕп вырăнта пулмалла.

Çырура кăçал пирĕн çĕршывра Педагогпа наставник çулталăкне, республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкне паллă туни пирки сăмах пулчĕ. Çапла вара, пĕр енчен педагогикăна аталантарасси малта пулĕ, тепĕр енчен — ачасене пĕтĕм енчен пулăшасси, вĕсен ачалăхне çутăрах тăвасси тĕп тĕллевсен шутне кĕрĕ. Çак икĕ ен пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Ачалăх телейлĕ пуласси çемьерен, ашшĕ-амăшĕнчен кăна мар, педагогсенчен те килет. Шкулта ачасем пĕлÿ илнипе пĕрлех ăс-хакăл енчен те аталанаççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренеççĕ, вĕсен тавракурăмĕ анлăланать, çапла вĕсем пурнăç тăрăх çирĕппĕн утма хăнăхаççĕ. Ачасем — пирĕн пуласлăх, çавăнпа вĕсене мĕн çуралнăранпа ÿссе çитĕничченех çул уçса пымалла, пулăшмалла. Республика Пуçлăхĕ О.Николаев та çавнах палăртрĕ: «Ачасем хăйсен историне пĕлекен, ĕмĕрхи йăла-йĕркесене хисеплекен граждансем пулса çитĕнччĕр, кирек мĕнле йывăрлăхсене хирĕç тăма пултаракан патриотсем пулччăр тесе вĕсене мĕнпур условисемпе тивĕçтермелле», — терĕ вăл».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика