О.МОСКОВКИНА, районти тĕп больницăн пĕтĕмĕшле практика врачĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ О.Николаев кăçал та ЧР Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Çыру пуян содержаниллĕ. Унта пур сферăри ыйтусене те хускатнă. Патшалăх Канашне янă Çыру пире кулленхи ĕçре пулăшса пырать. Çырура медицина ĕçченĕсем пирки каласа хăварнăшăн эпир савăнатпăр. Сывлăх сыхлавĕ енĕпе илес пулсан Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕн сфери кунсерен активлă çĕнелсе пырать. Ку енĕпе эпир çĕршывра курăмлă вырăн йышăнатпăр. 2023 çулта тата 42 обьекта модернизацилеме палăртнă, унсăр пуçне пысăк медицина центрĕсем туса лартма тĕллев тытнă. Пысăк технологиллĕ медицина центрĕ активлă аталанать. Пирĕн районпа илес пулсан тĕп больницăн поликлиникине тĕпрен çĕнетнĕ. Поликлиникăна çĕнĕ медицина оборудованийĕпе тивĕçтересси республика бюджетĕнчен уйăрнă субсидисемпе пулса пырать. Халăха кÿрекен медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ, хăтлăхĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе аталанать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика