8528 bduecl1bВ.ШИГИЛЬДЕЕВ, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ — паянхи çăмăл мар, нумай ыйту кăларса тăратакан лару-тăрура пирĕн ума çĕнĕ тĕллевсем лартакан калăпăшлă документ. Ку пирĕншĕн малашнехи ĕç докуменчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Пĕтĕмĕшле илсен регион Пуçлăхĕ кăçал тата çитес çулсенче камăн мĕн тумаллине палăртрĕ. Яланхиллех вăл çын пурнăçĕнчи мĕнпур сферăна хак пачĕ, вĕсенче тунă çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ. Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ умне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕç тухăçлăхне хаклакан тытăм йĕркелемелли, чи лайăх муниципаллă практикăсене вĕрентесси çине тимлĕх уйăрмалли тĕллев лартрĕ. Çак шута экономика, строительство, муниципаллă укçа-тенкĕпе усă курасси, çынсемпе çыхăну тытасси те кĕрет. Ялта пурăнакан çынсен йышне упраса хăварассипе малашне Чăваш Енре пур инфраструктурăпа туллин тивĕçтерекен халăх йышлăн пурăнакан 110 тĕп вырăн йĕркелемелли шухăш çав тери кăсăклă пулчĕ. Çавăн пекех авариллĕ çуртра пурăнакан граждансене çĕнĕ çуртсене куçарса пĕтермелли программăна 2023 çулта вĕçлемеллине палăртрĕ. Çак программăна пирĕн Вăрмар округĕ те хутшăнать, эпир ăна ăнăçлă вĕçлессе шанатпăр.

ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев уйрăмах социаллă политика ыйтăвĕсем çине пусăм турĕ, çав шутра чухăнлăх шайне чакарасси, ĕç укçине, çынсен пурнăç тăршшĕне, сывлăх сыхлавĕн шайне ÿстересси, ачасене мĕн çуралнăранпа ÿссе çитĕничченех социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси пирки чылай каларĕ. Вăрмар муниципаллă округĕнче акă, 2025 çулччен сывлăх сыхлавĕн 5 объектне туса пĕтермелле:тухтăр амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕ, виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ. Вăрмарти тĕп больницăн поликлиника çуртне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оборудованипе тивĕçтернĕ. Çакă йăлтах халăхшăн.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртессипе хамăрăн аграрисемпе инвесторсене активлă явăçтармаллине тимлĕх уйăрмалла. Ял хуçалăхĕнчи пур сферăри производствăна импортсăр аталантармаллине палăртрĕ О.Николаев. Çанă тавăрса ĕçлемелле халĕ пурин те пĕрле пĕр чăмăра пухăнса Вăрмар округĕн пуласлăхĕшĕн.

Епле пулсан та Олег Николаевăн Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвне халăх патне çитерни ытти çулсенчисемпе танлаштарсан уйрăлса тăчĕ, вăл патриотизм туйăмне мала хунипе иртрĕ. Регион Пуçлăхĕ Улатăр хулинче çуралса ÿснĕ, ятарлă çар операцине хутшăннă Артемий Репкина «Хăюлăхшăн» орденпа наградăларĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика