Христос Турра шыва кĕртнĕ кун — православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Çак кун чиркÿсене шыв илсе килсе кĕлĕ вуласа тасатаççĕ. Çынсем çав шыва киле илсе кайса çăвăнаççĕ, кил-çуртсене сапса тасатаççĕ, чирлĕ çынсене ĕçтереççĕ. Çак кунхи шыва мĕн авалтан чи хăватли тесе шутлаççĕ.
Шăпах Христос Турра шыва кĕртнĕ кун Чупай ялĕнче савăнăçлă пулăм пулса иртрĕ — ял çумĕнче нумай пулмасть хăпартса лартнă çĕнĕ купеле кĕлĕ туса тасатса сăвапларĕç /светить турĕç/. Çак купеле пуçарулăх бюджечĕн программипе килĕшÿллĕн тунă, ĕçсене «Русские насосы» тулли мар яваплă общество пурнăçланă. Çав тери илемлĕ, хăтлă, çирĕп пулнă купель, куçа аякранах илĕртет. Арçынсене шыва кĕме уйрăм пÿлĕм йĕркеленĕ кунта, хĕрарăмсене — уйрăм.
Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан пилленипе купельти шыва Вăрмар благочинийĕн благочиннăйĕ, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари храмĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тата Турамăшĕн Хусанти турăшĕн Чупайĕнчи храмĕн настоятелĕ Николай Архипов иерей кĕлĕ вуласа тастарĕç.
Сăваплă ĕçе хутшăнма халăх та йышлă пухăнчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Чупай ялĕнчи ятлă-сумлă, хисеплĕ çынсем, православи тĕнне ĕненекенсем Леонид аттепе тата Николай аттепе пĕрле кĕл турĕç.
Яваплă çынсем купеле тума хутшăннă, пулăшу кÿнĕ мĕнпур çынна тав сăмахĕсем каларĕç. Çитес вăхăтра купель территорине те тирпей-илем кĕртме, хăтлăлатма палăртнине каларĕç. Çанталăкĕ сивĕ тăчĕ пулин те кĕлĕ туса сăвапланă купельте шыва кĕрес текенсем те сахал мар пулчĕç çак кун.
«Купельте шыва кĕрсе ÿтпе те, чунпа та тасалса, çĕнелсе тухнăнах туйăнать!» — хавхалануллăн калаçрĕç вĕсем.
И.ДАНИЛОВА.