IMG 1590Вăрмар муниципаллă округĕнче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртрĕç. Йĕлтĕр спорчĕпе туслисем çак куна чылайранпа кĕтрĕç ĕнтĕ, мĕншĕн тесен çанталăк ура хурса пынипе спортсменсен ку таранчченех йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма тăхтама тиврĕ.

Спорт мероприятийĕ Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртрĕ. 100 ытла йĕлтĕрçĕ хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеме кăмăл турĕ. Вĕсен хушшинче вăрмарсем кăна мар, тă­вайсем те пулчĕç: шкул ачисенчен пуçласа спорт ветеранĕсем таранах.

Пухăннисен умĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн пуçлăхĕн заместителĕн — организаципе контроль тата аналитика ĕçĕсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ю.Михеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культурăпа социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Краснов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов саламлă сăмахсемпе тухса калаçрĕç. Ăмăртуçăсене çĕнтерÿ патне ăнтăлма вăй-хăватпа çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунчĕç.

Унтан ăмăртусене старт пачĕç. Спортсменсем çул ÿсĕм­не кура ушкăнăн-ушкăнăн черетпе чупрĕç: хĕрачасем хăйсем уйрăм ушкăнсемпе, арçын ачасем — уйрăм. Ăмăртусене спорт ветеранĕсем вĕçлерĕç. Кам мĕнле чупнине, кам мала тухнине ăмăртусен судйисем тимлесе, протоколта палăртса тăчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, спорт уявĕ хаваслă лару-тăрура иртрĕ, спортсменсене те, куракансене те хавхалану парнелерĕ. Çапла пулмасăр, спорт çын организмĕпе кăмăл-туйăмĕ çине яланах ырă витĕм кÿрет, çакна çÿлерех асăннă спорт мероприятийĕ те çирĕплетрĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика