A1I56883Савăнăçлă мероприятине хутшăннă 35 çамрăк яш-кĕрĕме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ свидетельство парса чысланă. Вĕсем тĕр­лĕ сферăсенче хисепе тивĕçнисем: наукăра, вĕренÿпе сывлăх сыхлавĕнче, пĕтĕм тĕнче шайĕнче пысăк кăтартусемпе палăрнисем. Кăçал вĕсен хушшинче ятарлă çар операцине хутшăннă çамрăксем те пулнă.

Палăртма кăмăллă, çÿлерех асăннă çамрăксем хушшинче пирĕн районти Николай Афанасьевич Афанасьев ячĕллĕ Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Н.В.Никольский ячĕллĕ Шупашкарти профессиллĕ колледжра вĕренекен Инга Романова та Чăваш Республикин Пуçлăхĕн свидетельствине тивĕçнĕ /ÿкерчĕк çинче\.

«Сире стипенди илме май паракан свидетельствăна эпĕ кăçалхипе пиллĕкĕмĕш хут тивĕçтеретĕп. Ыран тата тепĕр кун та çитĕнекен яш-кĕрĕм Чăваш Енĕн аталанă­вне пысăк тÿпе хывассине пĕлетĕп. Чи пахи — пысăк тавракурăмлă яшсемпе хĕрсем, çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшса, май пур таран хăйсенчен мĕн килнине тума тăрăшни. Пысăк технологиллĕ хатĕрсене тĕпе хурса, паянхи пурнăç таппипе тÿр килтерсе ĕçлесе пыма вĕренни паха», - тенĕ Олег Николаев.

Сăмах май, Чăваш Ен Правительстви çамрăксен пуçаруллă проекчĕсене пурнăçа кĕртме витĕм кÿме ялан хатĕррине те палăрт­нă вăл. Нумай чухне, хастаррисене, лайăх çитĕнÿсемпе палăртнисене патшалăх енчен тĕрлĕ премисем, грант мелĕпе тĕревсем парса хавхалантарнине те асăннă вăл. Кун пек ĕçе малалла та тăсассине палăртнă регион Пуçлăхĕ.

Палăртнă мероприятие Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.Салаева хутшăннă. «Студентсен кунĕнче пире сирĕнпе пĕр­ле пулма, сирĕн çитĕнĕвĕрсемпе паллашса, уяв ячĕпе саламлама питех те хавас», — пулнине пĕл­тернĕ Алла Салаева хăйĕн саламлă сăмахĕнче.

Çулсерен пирĕн çамрăксем Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ ăмăртусемпе фестивальсенче регион чысне хÿтĕлеççĕ, тĕрлĕ конкурссенче малти вырăна тухса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин сăмахĕсене аса илсе хăварнă: «Патшалăхăн çамрăксен политикине аталантарма пысăк вăй-хăват пур. Мĕн пуррине туллин пурнăçа кĕртме пĕлмелле, çитĕнÿсем тăвассишĕн яваплăха туйса ĕçлемелле, çĕнĕ шая тухас тесен, паянхи пурнăçпа килĕш­се тăракан условисене тĕпе хурса пыма вĕренмелле. Республикăн пуласлăхĕ пи­рĕнтен пуринчен те нумай килет. Ку ăнлавсене кулленех асра тытмалла»,- тесе каланă Чăваш Респуб­ликин Пуçлăхĕ.

Студентсене çитĕнÿсемпе лăп­ланса лармалла маррине палăрт­нă О.Николаев. Хăюллă пулма, хастарлăха малти вырăна хурса, çитĕнÿсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă.

Кĕскен: кашни уйăхра пултаруллă çамрăк яш-кĕрĕм 2500 тенке тивĕçет. Стипенди парса чыслани çамрăксене ÿлĕмрен те пысăк кăтартусем патне ăнтăлма хавхалану кÿрет.

А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика