Ĕçлекен тата вĕренекен çамрăксене йĕл­тĕр спорчĕпе кăсăклантарас, физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче пропагандăлас, йĕлтĕрпе чупассине Вăрмар муниципаллă округĕнче аталантарас тĕллевпе февралĕн 11-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2023» спорт ăмăртăвĕ иртет. Ăмăрту 10.00 сехетре уçăлать, 10 сехет те 30 минутра пуçланать. Тухтăр ирĕк панă пулсан кăмăл тă­вакансем çак ăмăртăва хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсемпе медальсене тата асăнмалăх парнесене тивĕçĕç. Чыслав йĕлтĕрпе чупакансен кашни ушкăнĕн финишĕ хыççăн пулса пырĕ.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» — çĕршывра иртекен чи массăллă спорт мероприятийĕ, унта профессионал-спортсменсем кăна мар, ахаль çынсем те хастаррăн хутшăнаççĕ. 1982 çултанпа, кăçалхипе 41-мĕш çул ĕнтĕ, Раççейĕпех старта йĕлтĕр спорчĕпе, активлă канупа туслă çĕршер пин çын пĕр­шухăшлăн тухать.

Йĕркелÿ комитечĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика