Вăрмарти ачасен искусство шкулĕ — Вăрмар муниципаллă округĕнчи чи ватă учрежденисенчен пĕри. Унăн историйĕ 1961 çултанпа пуçланать, çав çулхине вăл вĕренекенĕсем валли пĕрремĕш хут хăйĕн алăкĕсене тараватлăн уçнă.
Çак тапхăр хушшинче шкул Вăрмар муниципаллă округĕнчи музыкăпа культура аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Хальхи вăхăтра шкулта 16 преподаватель вăй хурать, 343 вĕренекен пĕлÿ илет. Талантлă педагогсем тăрăшнипе вĕренекенсем тĕрлĕ шайри конкурссенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Шкул мăнаçлăхĕ — вĕренсе тухнă хыççăн кунтах ĕçлеме таврăннă выпускниксем. Хальхи вăхăтра кун пек педагогсем — 7 çын. Шкулта ĕçлекен преподавательсем ЧР Пуçлăхĕн Грантне те, ЧР Пуçлăхĕ уйрăмах пултаруллă çамрăксемпе студентсене паракан стипендине те пĕрре кăна мар тивĕçнĕ.
2019 çулта Чăваш Республикин «Культурăпа туризм аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетме республика бюджетĕнчен субсиди панă, унсăр пуçне район бюджетĕнчен те укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа искусство шкулĕн çуртне тĕпрен юсанă, кирлĕ оборудовани туяннă. Шкул çурчĕн çивиттине, йывăç урайне, алăксене улăштарнă, стенасене ăшă тытакан материалпа çапса тухнă, хутса ăшăтмалли, электричество, шыв кĕмелли тытăмсене, пушар сигнализацийĕн автоматизациленĕ установкине çĕнетнĕ, пÿлĕмсене, туалетсене юсанă тата ытти ĕçсене те пурнăçланă.
2022 çулта Вăрмарти ачасен искусство шкулĕ «АРТ-Мастерская «РемеслоKreatiff» проекта пурнăçлама ЧР Пуçлăхĕн культурăпа искусство сферинчи инновациллĕ проектсене пулăшма паракан грантне тивĕçнĕ. Асăннă проект ĕçĕ Вăрмар муниципаллă округĕнчи вĕренекенсене декораципе прикладной пултарулăхпа тата сăнарлă искусствăпа паллаштарассипе тата кăсăклантарассипе çыхăннă. Проект шайĕнче тĕрлĕ мероприятисем, мастер-классем, куравсем иртеççĕ.
Пĕтĕмлетсе каласан, Вăрмарти ачасен искусство шкулĕ пурнăçпа тан утать, умне хăюллă тĕллевсем лартса вĕсене ăнăçлă пурнăçлать, малаллах ăнтăлать, аталану çул-йĕрĕпе пырать.
И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.