finesФитнес-аэробика Чăваш Республикинче çулсерен аталанса, вăй илсе пырать. Регионта пурăнакансем çак илемлĕ спорт тĕсĕпе кăмăлласах туслашаççĕ. Вăрмар муниципаллă округĕнче те, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, фитнес-аэро­бика уйрăмĕ ĕçлет. Çак кунсенче Шупашкар хулинчи Маунтинбайк аталанăвĕн Центрĕнче Чăваш Рес­публикинчи шкул ачисем хушшинче фитнес-аэробика енĕпе Спартакиада иртрĕ. Куçа илĕртекен тумсем, хавхалантаракан юрă-кĕвĕ, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм — Маунтинбайк аталанăвĕн Центрĕнче чăн-чăн уяври пек хаваслă лару-тăру хуçаланчĕ.

Спартакиадăна Вăрмар муниципаллă округĕнчи «Звездочка» команда та ăнăçлă хутшăнчĕ. Команда йышĕнчи хĕрачасем — Ксения Григорьева, Полина Дмитриева, Милана Григорьева, Ирина Григорьева, Екатерина Иванова, Серафима Сергеева — жюрине ташă техникипе те, тĕрлĕ тĕслĕ хитре тумĕсемпе те тĕлĕнтерчĕç, куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăна илчĕç, тивĕçлипех 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Маттур!

Н.Давыдова, фитнес-аэробика енĕпе тренер-преподаватель.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика