Чăваш Республикин çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ 15-мĕш сессийĕ февралĕн 16-мĕшĕнче Правительство çурчĕн ларусен пысăк залĕнче иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.Республика Пуçлăхĕ О.Николаев хăйĕн отчетĕнче палăртнă тăрăх, Чăваш Ен социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программин тĕллевĕсене пурнăçлас тесе иртнĕ çул 12 наци проекчĕ йышĕнчи регионти 50 проектпа ĕçленĕ.
А.НИКОЛАЕВА, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ: «Кашни çын пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ».
Февраль уйăхĕн 16-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕнче черетлĕ 15-мĕш сессийĕ иртрĕ. Ăна ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Л.Черкесов ертсе пычĕ.
Сессинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ О.Николаев ЧР Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлĕ тата Раççей Президенчĕ палăртнă наци тĕллевĕсемпе задачисем пирки массăллă информаци хатĕрĕсем урлă паллашма май килчĕ.
Кăçалхи çулхи йывăр лару-тăру, ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă пулăмсене те татса пама тивнĕ. Çĕршыв политикăлла пусăма кăна мар, экономикăлла санкцине те тÿссе ирттерчĕ. Социаллă сферăпа халăх хуçалăхне аталантарассипе чылай пысăк ыйтусене сÿтсе явма тивнĕ. Сессинче депутатсем те тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ О.Николаев палăртнă тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен республика пур йывăрлăхсене те чăтăмлă тÿссе ирттерсе тĕрлĕ çивĕч ыйтусене татса пама пултарни палăрчĕ. Инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене, пурнăçри йывăр лару-тăрури çынсене пулăшассипе, спорта, вĕрентĕве, медицинăна, культурăна, çул-йĕрпе строительствăна, туризма аталантарассипе, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе, цифровизацилессипе çыхăннă мĕнпур ыйтусене ăнăçлă татса панă. ЧР Министрсен Кабинечĕ республикăра пурăнаканске, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен шухăшĕсене тата сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕçлесе пыни ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев тунă отчетра уçăмлăнах палăрать. Вĕсен ĕçĕ халăхпа çыхăннă, апла пулсан вĕсем кашни çын пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ.