kUxrSb5 EWPTigYNCX2zBVsuV95TEvZ0 VPkoyUP9QYw8jSpKOk6rvDEreJM8USaEIv8HKnuMcxsQHEZtphx1wP4«Культура» наци проекчĕ Чăваш Республикинче ăнăçлăн пурнăçланать. Унăн ырă витĕмĕ Вăрмар муниципаллă округĕнче те палăрать.

Наци проекчĕ шайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнчи культура объекчĕсене юсассипе тата реконструкцилессипе, культура организацийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе, кирлĕ оборудованипе, музыка инструменчĕсемпе тивĕçтерессипе ĕçсем пыраççĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕнчи культура сферин аталанăвĕнче Вăрмар поселокĕнчи Культура çурчĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл 1973 çулта хута кайнă. Ăна çынсене вăхăта усăллă ирттерме, халăх пултарулăхне аталантарас тĕллевпе условисемпе тивĕçтерме, çынсен социаллă-культурăллă пуçарăвĕсене çул уçма, патриотла воспитани пама никĕсленĕ.

2019 çулта «Культура» наци проекчĕн «Культура хутлăхĕ» регионти проекчĕ шайĕнче Вăрмарти Культура çуртĕнче «Радуга» кинозал уçăлнă. Ăна хальхи йышши оборудованипе, пысăк киноэкранпа тивĕçтернĕ, çавăн пекех çемçе креслосем те илсе килсе вырнаçтарнă. Культура çуртне кинооборудованипе тивĕçтерме Кино Фондран 4 999 750 укçа уйăрнă. Подрядчик пулса Санкт-Петербург хулинчи «Синема Трейд 78» тулли мар яваплă общество ĕçленĕ. Халĕ «Радуга» çамрăксемшĕн те, аслăрах ÿсĕмрисемшĕн те канăва усăллă та интереслĕ ирттермелли, юлташсемпе тĕл пулмалли юратнă вырăн.

2019 çултах Культура çурчĕн хутса ăшăтмалли тытăмне улăштарас ĕçсене те пурнăçланă. 2020 çулта вара Культура çурчĕн фасадне тĕпрен юсанă — ĕçе ЧР Пуçлăхĕн «Республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă хушма мерăсем çинчен» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлама май килнĕ. Фасада 5 761 288,62 тенкĕлĕх «Фаворит Строй» тулли мар яваплă общество юсанă.

«Культура» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнчи культура учрежденийĕсене юсас тата реконструкцилес ĕçсем малалла пырĕç. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культурăпа социаллă аталану тата спорт пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Ямпай тата Кивĕ Вăрмар ялĕсенче çĕнĕ культура çурчĕсем хăпартассипе, унсăр пуçне Чулкасри культура çуртне çĕнетессипе те ĕçсем пурнăçланĕç.

И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика