nagИртнĕ кунсенче савăнăçлă лару-тăрура Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн В.Шигильдеевăн аллинчен 5 çемье ятарлă свидетельствăсем илнĕ. Пурăнмалли çуртлă е хваттерлĕ пулас тесе черетре тăнă пулнă 5 çемье ипотека кредичĕ илнĕ чухне пĕрремĕш тÿлевне тÿлесе татма ирĕк паракан свидетельствăсене тивĕçнĕ.

Субсидие Чăваш Республикин социаллă-экономикăлла аталанăвĕн программи, çавăн пекех «Пурăнмалли çурт-йĕр» наци проекчĕ шайĕнче уйăраççĕ. Тÿлев сумми туянакан çурт-йĕр хакĕнчен 20 процентран иртмест.

Василий Викторович çемьесене чун-чĕререн саламланă, пурăнмалли çурт-йĕр туяннă май çакăн пек пулăшу кÿни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ыранхи куна шанчăклă пăхма май панине палăртнă. Унăн саламлă сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин Ипотека корпорацийĕн суту-илÿ тата клиентсемпе ĕçлекен департаменчĕн директорĕ Д.Круглов та хутшăннă.

Н.ШИШКИНА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика