Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче Чăваш Республикинче «МедиаВзлет» ятпа ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен регионсем хушшинчи пĕрремĕш фестивалĕ иртет.
Ăна йĕркелекенĕ — ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви. Фестиваль тĕллевĕ — ачасемпе çамрăксен журналистикинче чи пултаруллисене тупса палăртасси, çамрăк корреспондентсемпе блогерсене пĕрлештересси, вĕсен пĕлĕвне анлăлатасси. Ачасемпе çамрăксен проектсен тупăшăвне 9-17 çулхи яш-кĕрĕм — уйрăм авторсемпе коллективсем /шкул медиацентрĕсен, шкул хаçачĕсен, радио- тата телестудисен редакцийĕсем\ — март уйăхĕн 16-мĕшĕччен хутшăнма пултараççĕ. 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи мартăн 16-мĕшĕччен массăллă информаци хатĕрĕсенче, Интернетра, социаллă сетьсенче тухнă, чăвашла е вырăсла хатĕрленĕ ĕçсене йышăнаççĕ.
Çамрăк журналистсен ĕçĕсене çичĕ номинацире хаклĕç: «Чи лайăх пичет публикацийĕ», «Чи лайăх пичет изданийĕ», «Чи лайăх лонгрид», «Чи лайăх видеопроект», «Чи лайăх аудиопроект», «Социаллă сетьсенчи чи лайăх медиапроект», «Чи лайăх шкул медиацентрĕ». Чи лайăх проектсен авторĕсем паллă медиаэкспертсен мастер-класĕсене итлĕç, дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕнчи шкул ачисем те «МедиаВзлет» конкурса хутшăнма тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Вĕсен йышĕнче — Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тухса тăракан «Шкул сасси» /«Голос школы»\ хаçатăн редколлегийĕ /ÿкерчĕк çинче\. Çамрăк юнкорсем хăйсен руководителĕсемпе Е.Николаевăпа тата Е.Ларионовăпа пĕрле «Чи лайăх пичет публикацийĕ» тата «Чи лайăх пичет изданийĕ» номинацисенче тупăшма кăмăл тунине пĕлтерчĕç.
«Шкул сасси» хаçат 2007 çултанпа тухса тăрать. Вăл пысăк пахалăхпа уйрăлса тăрать. Ахальтен мар хаçат та, унта ĕçлекен çамрăк журналистсем те тăтăшах тĕрлĕ шайри конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сăмахран, шкул хаçачĕсен регионсем хушшинчи «Школа-пресс» творчествăлла уçă конкурсĕнче пĕрре кăна мар малтисен ретне кĕме тивĕçнĕ. «МедиаВзлет» конкурсра та ăнăçăва алăран вĕçертесшĕн мар.
Унсăр пуçне фестивале ытти шкулсем те хутшăнма палăртнă. Акă, Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул «Чи лайăх пичет публикацийĕ» тата «Чи лайăх пичет изданийĕ» номинацисенче хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслеме планланă. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул «Чи лайăх медиацентр» тата «Чи лайăх пичет изданийĕ» номинацисене суйланă. М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вара «Чи лайăх лонгрид» номинацинче тупăшĕ.
И.ДАНИЛОВА.