Вăрмар муниципаллă округĕн Вăрмарти территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Александр Юрьевич Петров: «Ĕнер Правительство çурчĕн ларусен пысăк залĕнче Чăваш Республикин çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ 15-мĕш сессийĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Олег Алексеевич Чăваш Правительствин 2022 çулта пурнăçланă ĕçĕ-хĕлĕ, экономика вăй-хăватне çирĕплетес, инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ наци проекчĕсем, граждансене çул-йĕр, çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе тивĕçтерес, агропромышленность комплексне, бизнеса аталантарас, социаллă ыйтусене, республикăра аталанма условисем туса хурасси пикри чылай каларĕ. Республика Пуçлăхĕ О.Николаев хăйĕн отчетĕнче палăртнă тăрăх, Чăваш Ен социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программин тĕллевĕсене пурнăçлас тесе иртнĕ çул 12 наци проекчĕ йышĕнчи регионти 50 проектпа ĕçленĕ. Пурнăç пахалăхне кура йĕркеленĕ списокра Чăваш Ен иккĕмĕш çул ĕнтĕ чи лайăх регион йышĕнче. Пĕр çулта республика инфратытăм тата пурăнмалли хăтлă вырăн тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Интернет кĕртнĕ кил хуçалăхĕсен шучĕ 68-тан 80 процента çитнĕ. Халăха ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси 90 процент таран ÿснĕ тата ытти те.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика