О.Кузьмин, Афган вăрçин ветеранĕсен Вăрмар районĕнчи Канашĕн председателĕ: «Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Раççейĕн Федераци Пухăвне Çырупа тухрĕ. Вăл яланхи пекех анлă пулчĕ. Çырура хускатнă тĕп тема Украинăри ятарлă çар операцийĕпе çыхăнни питĕ вăхăтлă та тĕрĕс тесе шутлатăп. Раççей халĕ çăмăл мар тапхăр витĕр тухать, анчах та пирĕн халăх нихăçан та йывăрлăхсем умĕнче парăнма хăнăхман. Пачах та тепĕр майлă: çынсем пĕр чăмăра пухăнса нимĕнле тăшмана та пирĕн Тăван çĕршывăмăрта хуçаланма ирĕк паман. Владимир Владимирович та çавнах палăртса каларĕ: «Пирĕн нумай нациллĕ халăх ятарлă çар операцийĕн пĕлтерĕшне тĕрĕс ăнланнипе тата принциплă йышăннипе эпир мăнаçланатпăр. Çынсем чăн-чăн патриотлăх туйăмне уçăмлăн кăтартрĕç. Çак туйăм пирĕн халăхра ĕмĕртенех пулнă», — терĕ вăл.
Хăйсен тивĕçне пурнăçласа Тăван çĕршывăмăрăн тăнăçлăхĕшĕн çапăçакансене те, вĕсен çемйисене те, ыттисене те пĕрре те çăмăл мар паллах. Çавăнпа вĕсене патшалăх кирлĕ пек пулăшупа туллин тивĕçтерме хатĕррине каларĕ Президент. Çĕнтерÿшĕн хăйсене шеллемесĕр тÿпе хывакан çынсене пурне те чĕререн тав турĕ.
Пирĕн ентешĕмĕрсем те ыттисемпе тан мирлĕ тÿпешĕн çапăçса паттăрлăхпа хăюлăх кăтартаççĕ, районта пурăнакансем вĕсене кăштах та пулин çăмăллăх кÿрес тесе гуманитарлă пулăшупа тивĕçтереççĕ. Вăрмарсем çак йывăр вăхăтра пурте пĕрле кар тăрса хăйсен пĕртĕллевлĕхне, пĕршухăшлăхне, патриотлăхне туллин çирĕплетеççĕ. Вĕсем пурте тав сăмахĕсене тивĕç».