Н.Иванов, хресчен-фермер хуçалăхĕн руководителĕ: «РФ Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче ытти ыйтусемпе пĕрлех ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах çак сфера хăйĕн ĕçĕ-хĕлне лайăх енчен кăтартрĕ. Владимир Владимирович палăртнă тăрăх, тĕштырă тухăçĕ çĕршывра чăннипех те рекордлă пулнă — ял хуçалăх ĕçченĕсем 150 миллиона яхăн тонна тĕштырă туса илнĕ. Экспортри лару-тăру та савăнтарать. Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçлениччен /июнĕн 30-мĕшĕччен\ тĕштырăна 55-60 миллион тоннăран кая мар экспорта ăсатма пултарăпăр. 10-15 çул каялла çакăн пек кăтартусем çинчен шухăшлайман та.
Вăрмар муниципаллă округĕнче те аграрисем пĕлтĕр пысăк тухăç илме пултарнипе палăрнă, 60,5 пин тонна тĕштырă çапса илнĕ — гектартан вăтамран 35,2 центнер. Çапла вăрмарсем тĕштырă туса илессипе республикăра 7-мĕш вырăна тухнă.
Пирĕн хуçалăх та пĕлтĕр вырмана лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Ку вăл хуçалăхра ĕçлекен кашни çыннăн тăрăшулăхне çирĕплетет. Малашне те çĕр ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа пыма, республикăн, çĕршывăн ял хуçалăх аталанăвне хамăрăн тÿпене хывма тăрăшăпăр».