Раççей Президенчĕ В.Путин февралĕн 21-мĕшĕнче Федераци Пухăвне Çырупа тухрĕ. Президент çĕршыв хальхи вăхăтра йывăр лару-тăрура пулнине, Украинăри ятарлă çар операцине Раççее хÿтĕлеме тата нацистсем кÿрекен хăрушлăха пĕтерес тĕллевпе пуçланине палăртрĕ. Утăм хыççăн утăм Раççей хăй умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçласа пырĕ. Украинăри кризиса мирлĕ çулпа татса парас тĕллевпе Раççей мĕн тума пултарнă таранччен пурнăçланă, анчах та Анăç расна сценарий хатĕрленĕ.
В.Путин ятарлă çар операцине хутшăнса пурнăçран уйрăлнă çынсен çемйисене, ветерансене пулăшу кÿрекен ятарлă фонд туса хумалли пирки каларĕ. «Ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни участникĕн çемйине тимлĕх уйăрмалла. Вĕсен нушисене тÿрех шута илмелле», - терĕ Владимир Владимирович Çырура. Çавăн пекех вăл хальхи вăхăтра операцие хутшăнакан кашни салтака 14 кунлăх отпуск, çул çине каякан вăхăта шута илмесĕр, памаллине каларĕ.
Раççей Президенчĕ В.Путин çĕршывăн экономика, социаллă сфера, ял хуçалăхĕпе промышленноç аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене тишкерчĕ.