З.ПАВЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ: «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырăвĕнче паянхи кун темипе çыхăннă чи çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Калаçу ятарлă çар операцийĕ, тулашри политика лару-тăрăвĕ, экономика, ял хуçалăх, промышленность, культура, вĕрентÿ тата ытти сферăри аталанăвĕ тавра пулчĕ. Асăннă Çырура ятарлă çар операцийĕ тĕп темăсенчен пĕри пулчĕ. Украинăри хирĕç-тăру пирки В.Путин нумай каларĕ, Раççей çĕршывĕ Анăçри çĕршывсемпе мирлĕ пурăнасси пирки чылай ĕçсем туса ирттернине палăртрĕ. «Анăçри çĕршывсем пуçларĕç вăрçа. Эпир вара ăна вăйпах чарассипе çине тăратпăр. Кам Донбаса тапăнма хатĕрленнĕ, вĕсем малашлăхра Крым тата Севастополь хулисене те тĕп тума хатĕр пулнине пĕлсе тăнă. Киевра кун пирки уçăмлăн калаççĕ. Эпир хамăрăн çĕршыва, тăван киле хÿтĕлетпĕр. Анăç çĕршывĕсен тĕп тĕллевĕ вара — влаçпа чикĕсĕр усă курасси», - тенĕ Владимир Владимирович. Раççей Президенчĕ В.Путин палăртнă тăрăх, ют çĕршывсем Украинăна хĕç-пăшалпа кашнинчех тивĕçтерсе тăраççĕ пулин те, пирĕн Раççей çĕршывĕ хăйĕн чиккисенчен çак хăрушлăха чылай айккинелле сирсе пырĕ. Раççей çĕршывĕшĕн паянхи лару-тăру пĕрре те çăмăл мар, анчах та пирĕн халăх нихăçан та йывăрлăхсем умĕнче пуçа усса курман, тăван çĕршывшăн яланах кар тăрса вăй хунă.

В.Путин ятарлă çар операцине хутшăнса пурнăçран уйрăлнă паттăр салтаксен çемйисене, ветерансене пулăшу кÿрекен ятарлă фонд туса хумалли çинчен каларĕ. Владимир Владимирович палăртнă тăрăх ятарлă çар операцине хутшăнса пурнăçран уйрăлнă паттăр салтаксен çемйисене, кашни ветерана социаллă ĕçченпе тивĕçтермелле, Раççейĕн кашни регионĕнчех асăннă фондсем уçмалла. Çÿлерех асăннă Çырура вăл çавăн пекех хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни салтака çул çине каякан вăхăта шута илмесĕр 14 кунлăх отпуск памаллине каларĕ. Хăйсене шеллемесĕр тăван çĕршывшăн, унăн ирĕклĕхĕшĕн, çĕнтерÿшĕн кĕрешекен паттăрсене чĕререн тав турĕ.

Пирĕн Вăрмар тăрăхĕнчи ентешĕмĕрсем те паянхи кун мирлĕ тÿпешĕн, тăнăç пурнăçшăн кĕрешсе хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççĕ, районта тата ун тулашĕнче пурăнакан хамăр ентешсем вара паттăр салтаксене тĕрев парас тĕллевпе гуманитари пулăшăвĕсем кÿреççĕ.

Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче çĕршывăн экономика, промышленность, социаллă сфера, ял хуçалăх аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене тишкерчĕ. Уйрăмах ял хуçалăх отраслĕнче ÿсĕмсем курăмлине палăртрĕ. Владимир Владимирович палăртнă тăрăх тĕштырă тухăçĕ иртнĕ çул пирĕн çĕршывра рекорд шайĕнче пулнă, ял хуçалăх ĕçченĕсем çав вăхăтра 150 миллиона яхăн тонна тĕштырă туса илнĕ. Çавна май ăна экспорта ярасси те ÿснĕ, 55-60 миллион тонна тĕштырă экспорта ăсатнă. 10-15 çул каялла кун пирки шухăшлама та пултарайман, паллах. Палăртма кăмăллă: Вăрмар муниципаллă округ тĕштырă туса илессипе иртнĕ çул республикăра çиччĕмĕш вырăн йышăннă. Çак ĕçре В.Иванов, Н.Иванов, Г.Ямуков, О.Иванова тата ытти хресчен /фермер\ хуçалăхĕсен тÿпи пысăк.

РФ Президенчĕ В.Путин хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă тăрăх, регионсен инфратытăмĕ малашне те пур вăй-хăватпа аталанса пырĕ. Кунта çул-йĕр тăвасси, çыхăну сечĕсене йĕркелесси тата ытти социаллă обьектсене хута ярасси те пурнăçланса пырĕ. Регионсенче транспорт тата коммуналлă инфратытăма аталантарма 250 миллиард тенкĕ хушма укçа уйăрма палăртса хăварнă. Ку вара Раççей регионĕсенче пурăнакансемшĕн пысăк тĕрев. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сечĕсене юсамашкăн 4,5 триллион тенкĕ хывма палăртнă. Çак ĕçсем пĕтĕмпех халăхшăн, унăн çирĕп малашлăхĕшĕн пулса пыраççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика