×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/22.02.2023.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/22.02.2023

IMG 3204

Паян Чупай ялĕнче йĕлтĕрпе чупассипе район шайĕнчи ăмăртусем иртрĕç. Мероприятине йĕлтĕрпе чупассипе Раççей спорт мастерне, «Хăюлăхшăн» орденăн кавалерне, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хунă Владимир Петрович Сергеев аслă лейтенанта асăнса йĕркеленĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансен умĕнче саламлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн заместителĕ А.Чернов, Хусанти танк училищин выпускникĕ, саппасри подполковник М.Пуклаков, Владимир Петрович Сергеевпа пĕрле çар тивĕçне пурнăçланă С.Мышкин, Хусанти танк училищин преподавателĕ С.Сергеев, Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Л.Ермолаев протоиерей тухса калаçрĕç.

Шăплăх минучĕ хыççăн пухăннисем В.П.Сергеев ячĕпе уçнă асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Унтан ăмăртусем пуçланчĕç. Йĕлтĕрçĕсем çул ÿсĕмне кура ушкăнăн-ушкăнăн черетпе чупрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем грамотăсемпе медальсене тата парнесене тивĕçрĕç.

Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.

{gallery}albums/22.02.2023{/gallery}

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика