photo 2023 02 28 10 55 55Украинăра иртекен ятарлă çар операцийĕ пурин чунĕсене те хумхатать паллах, пурте вăл часрах вĕçленессе, салтаксем килĕсене чĕрĕ-сывă таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсене ырă сунса кĕтнисĕр пуçне чăн пулăшу кирлине те лайăх ăнланаççĕ çынсем. Вăрмарти çар комиссариачĕ пулнă çурта — военкомата — кам мĕнпе пулăшма пултарать - çавна çĕклесе пырать. Пĕрисем укçапа, теприсем япалапа, апат-çимĕçпе пулăшаççĕ. Уйрăм çынсем, предпринимательсем, волонтерсем, коллективсем хутшăнаççĕ çак пархатарлă ĕçе.

«Чувашэнерго» компанин Кăнтăрти производство уйрăмĕн Вăрмарти электричество сечĕсен электрикĕсем, мĕнпур ĕçченĕсем те укçа пуçтарса хăйсен руководителĕн Николай Юрьевич Ивановăн пуçарăвĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухса парса янă. Çав шутра кĕреçесем, бензогенератор, бензопила, шуруповерт, газ баллонĕсем, газ горелкисем, мотор валли çу, пуртăсем, хунарсем, нускисем, хунарлă зажигалкăсем тата ытти тĕрлĕ япала туяннă пулнă вĕсем. Салтаксене пурте питĕ кирлĕ япаласем.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика