IMG 2822Çак кунсенче Чупай ялĕнче йĕлтĕрпе чупассипе район шайĕнчи ăмăртусем иртрĕç. Мероприя­тине йĕлтĕрпе чупассипе Раççей спорт мастерне, «Хăюлăхшăн» орденăн кавалерне, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хунă Владимир Петрович Сергеев аслă лейтенанта асăнса йĕркеленĕ.

IMG 3198Владимир Сергеев 1997 çулта Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ, кĕçĕн классенче тăван ялти шкулта вĕреннĕ, 5-9 классенче Чупай шкулĕнче, 10-11 классенче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта ăс пухнă. Вăл яланах активлăхпа палăрса тăнă, пĕлÿ патне туртăннă, сывă пурнăç йĕркине тытса пынă, спортпа туслă пулнă. Ахальтен мар йĕлтĕрпе чупассипе Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Спортăн ытти тĕсĕсем те уншăн ют пулман.

Владимир Хусанти танк училищине вĕренсе пĕтернĕ, Раççей Федераци­йĕн Хĕç-Пăшаллă вăйĕсенче контрактпа службăра тăнă. 24 çултах танк взвочĕн командирĕ пулса тăнă. Умне лартнă задачăсене пурнăçланăшăн Суворов медальне тивĕçнĕ, анчах та ăна алла илсе ĕлкĕреймен, тан мар çапăçура вилмеллех аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, РФ Президенчĕн Хушă­вĕ­пе килĕшÿллĕн, танк батальонĕн танк ротин танк взвочĕн командирне, гвардин аслă лейтенантне Владимир Петрович Сергеева «Хăюлăхшăн» орденпа /Ор­ден Мужества/ наградăланă.

Ăмăртусен торжествăлла пайĕ ялти тĕп шкул умĕнче иртрĕ. Унта Хусанти танк училищин курсанчĕсем те хутшăнчĕç /ÿкерчĕк çинче/. Пухăннисен умĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, ЧР физкультурăпа спорт минист­рĕн заместителĕ А.Чернов, Хусанти танк училищин выпускникĕ, Владимир Пет­рович Сергеевпа пĕрле çар тивĕçне пурнăçланă С.Мышкин, Хусанти танк училищин преподавателĕ, рота командирĕ С.Сергеев капитан, тинĕс пехотин подполковникĕ, çар ĕçĕсен ветеранĕ А.Жилов, саппасри подполковник М.Пуклаков, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоя­телĕ Л.Ермолаев протоиерей тухса калаçрĕç.

Вĕсем Владимир Сергеевăн хăюлăхĕ пуриншĕн те, çав шутра çамрăк ăрушăн та, тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каларĕç, унăн ячĕ нихăçан та манăçмĕ тесе палăртрĕç, ашшĕпе амăшне çа­кăн пек паттăр ывăлшăн тав турĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене йĕлтĕр йĕрне парăнтарма, финиша ăнăçлă çитме иксĕлми хавхаланупа вăй-хал сунчĕç.

Владимир Сергева асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ. Унтан пухăннисем паттăр ячĕпе уçнă асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Малалла ăмăртусем пуçланчĕç. Йĕлтĕрçĕсем çул ÿсĕмне кура ушкăнăн-ушкăнăн черетпе чупрĕç. 2014 çулта çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасенчен пуçласа 69 çулти хĕрарăмсемпе арçынсем таранах йĕлтĕр спортĕнчи пултарулăхне тĕрĕслеме пултарчĕç.

Ăмăртакансем хушшинче Владимир Сергеевăн йăмăкĕ Иустиния та пулчĕ. Маттур хĕрача хăйĕн çул ÿсĕмĕнчи йĕл­тĕрçĕсене /2009-2010 çулсенчи хĕрачасем/ чылай хыçала хăварса финиша чи пĕрремĕш çитрĕ, пиччĕшĕ пекех спортра пултаруллă пулнине çирĕплет­рĕ, çĕнтерÿ пьедесталĕн 1-мĕш картлашки çине хăпарма тивĕçрĕ /ÿкерчĕк çинче/. 2-мĕш вырăна А.Яковлева /Пысăк Енккасси\, 3-мĕш вырăна В.Григорьева /Кĕлкеш/ тухрĕç.

2014 çулхи хĕрачасем хушшинче В.Данилова /Чупай/, П.Вавилова /Чупай/, Д.Иванова /Пинер/ çĕнтерчĕç. 2013 çулхисем хушшинче А.Андреева /Чу­пай\, Ю.Леонтьева /Чупай/, Е.Измукова /Пинер/ палăрчĕç. 2011-2012 çулхисем хушшинче М.Сереброва /Чупай/, А.Захарова /Чупай/, К.Афанасьева /Шă­халь/ маттур пулчĕç.

2007-2008 çулхисем хушшинче А.Егорова /Чупай/, К.Скворцова /Чупай/, С.Никитина /Кивĕ Вăрмар/ мала тухрĕç. 2005-2006 çулхисем хушшинче А.Егорова /Чупай/, М.Сереброва /Чупай/, Ю.Матвеева /Вăрмар поселокĕ/ çĕнтерчĕç.

18-29 çулти хĕрарăмсем хушшинче А.Григорьева /Энĕшпуç/ тата А.Теплова /Патти/, 30-39 çултисем хушшинче Р.Васильева /Чупай/ тата А.Васильева /Чупай/, 40-49 çултисем хушшинче Л.Скворцова /Патти/, 50-59 çултисем хушшинче С.Егорова /Чупай/, 60-69 çултисем хушшинче М.Николаева /Чупай/ палăрчĕç.

2014 çулхи арçын ачасем хушшинче А.Васильев /Чупай/, П.Петров /Чупай/, А.Павлов /Чулкас/ мала тухрĕç. 2013 çулхисем хушшинче С.Чернов /Пи­нер/, Я.Федотов /Чулкас/, К.Димит­риев /Чупай/ çĕнтерчĕç. 2011-2012 çулхисем хушшинче Я.Михайлов /Пинер/, Д.Бурьянов /Энĕшпуç/, Д.Михайлов /Чу­пай/ малта пулчĕç. 2009-2010 çулхисем хушшинче Н.Александ­ров /Энĕш­пуç/, А.Артемьев /Чулкас/, А.Иванов /Пысăк Енккасси/ палăрчĕç. 2007-2008 çулхисем хушшинче Н.Никифоров /Энĕшпуç/, А.Егоров /Чупай/, Д.Павлов /Чулкас/ мала тухрĕç. 2005-2006 çулхисем хушшинче М.Архипов /Хусанти танк училищи/, М.Николаев /Чупай/, Н.Александров /Энĕшпуç/ çĕнтерчĕç.

18-29 çулти арçынсем хушшинче — К.Балаганский /Хусанти танк училищи/, Е.Сметанин /Кивĕ Вăрмар/, Н.Никитин /Ху­санти танк училищи/, 30-39 çултисем хушшинче — С.Елаков /Чупай/, А.Топ­тыгин /Чупай/, Е.Ушмарин /Тăр­мăш/, 40-49 çултисем хушшинче — А.Сте­панов /Вăрмар поселокĕ/, Э.Мясников /Кивĕ Вăрмар/, П.Порфирьев /Уйкас/, 50-59 çултисем хушшинче М.Гаврилов /Чупай/, А.Денисов /Тупах/, В.Васильев /Кивĕ Вăрмар/, 60-69 çултисем хушшинче Н.Павлов /Чул­кас/, В.Федоров /Чупай/, В.Паденьков /Чулкас/ палăрчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе тата медальсемпе наградăларĕç, парнесем парса хавхалантарчĕç.

Спорт мероприятине лайăх йĕркелесе ирттернине палăртмалла. Йĕлтĕр трассине тивĕçлĕ шайра хатĕрленĕ. Спортсменсем хăйсене мĕнле туйнине тимлесе медицина ĕçченĕ сыхă тăчĕ. Финиша тухакансене пурне те вĕри чейпе тата пĕчĕк кукăльсемпе кĕтсе илчĕç. Çамрăк волонтерсем те пурне те пулăшма хатĕр пулчĕç.

Çакăн пек пысăк мероприятисене «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» федераллă проекчĕ шайĕнче йĕркелесе ирттереççĕ. Массăллă спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансен, сывă пурнăç йĕркипе туслă çынсен йышĕ çулсерен ÿссе пыни наци проектĕнче палăртнă тĕллевсем ăнăçлăн пурнăçланса пынине туллин çирĕп­летет.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика