IMG 3577Вăрмар поселокĕнчи Культура çуртĕнче Вăрмар районĕн 2022 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартă­вĕ­сене пĕтĕмлетессипе, 2023 çулхи задачисене палăртассипе лару пулчĕ. Унта Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ми­нис­трĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухă­вĕн председателĕ Ю.Иванов тата депута­чĕсем, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăн­çырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Л.Ермолаев протоиерей, округăн тер­ри­тори пайĕсен начальникĕсем, округ администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, тĕр­лĕ организацисемпе учрежденисен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен руководителĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Мероприяти савăнăçлă самантпа пуçланчĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене — уйрăмах пултаруллă та тăрăшуллă çамрăксене — ятарлă свидетельствăсем парса чысларĕç. Свидетельствăсене Вăрмарти ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ Кристина Алексеевна Пудрикова, Вăрмар муниципаллă округĕн «Центр финансового и хозяйственного обеспечения» муниципаллă хысна учрежденийĕн бухгалтерĕ Ирина Александровна Ефремова, Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Инна Олеговна Ларионова, Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекен Елена Николаевна Николае­ва, Вăрмар ра­йон администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалист-экспертĕнче ĕçленĕ София Владиславовна Ефремова, Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Ксения Олеговна Николаева, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Владислав Алексеевич Данилов тата Ангелина Владимировна Семенова тивĕçрĕç /ÿкерчĕк çинче\.

Тĕп докладпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Викторович Шигильдеев тухса калаçрĕ. Вăл Вăрмар районĕн 2022 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе кашни енĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, ял хуçалăх, строительство, çул-йĕр, вĕрентÿ, меди­цина, спорт, демографи ыйтăвĕсене хус­катрĕ. 2022 çулта Вăрмар райо­нĕнче наци проекчĕсем мĕнле пурнăç­ланни çинчен те каларĕ. Граждансен пурнăç шайне ÿстересси, эффективлă ĕçлеме условисемпе тивĕçтересси, ĕç вырăнĕсене упраса хăварасси тата çĕннисем йĕркелесси, çынсене пурăнма тата аталанма майсем туса парасси муниципалитет округĕн руководствин ĕçĕн чи пĕл­терĕшлĕ енĕ пулнине палăртрĕ.

Приоритетлă задачăсем Вăрмар ра­йонĕн аталанăвĕн муниципаллă прог­раммисем пулăшнипе те пурнăçланаççĕ. Вăрмар районĕн 2020-2025 çулсенчи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн Комплекслă программипе килĕшÿллĕн районта 21 муниципаллă прог­рамма ĕçлет. 2022 çулта вĕсене пурнăçлама 781,3 млн тенкĕ уйăрнă.

2022 çулта Вăрмар районĕн экономики, пĕтĕм çĕршыври пекех, санкцисемпе çыхăннă çăмăл мар условисенче малалла аталанса пынă. Экономика аталанăвĕн тĕп çăлкуçĕсенчен пĕри — вак тата вăтам бизнес. 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрмар ра­йонĕнче вак тата вăтам предпринимательствăн 650 субъектне регистрациленĕ, çав шутра уйрăм çын предпринимательсем — 553 çын, пĕчĕк предприя­тисемпе юридици сăпатĕнчи çынсем — 97. Хăйсем çине ĕçлекенсен /самозанятые\ шучĕ — 914 çын. Пĕтĕмĕшле районпа илсен, ĕçлекен 2894 çынран вак предпринимательствăра вăй хура­кансен шайĕ 62,3% шутланать. Вак тата вăтам предприятисем пурĕ 688,4 млн тенкĕлĕх тавар туса кăларса вырнаçтарнă тата халăха хăйсен пулăшă­вĕсемпе, ĕçĕсемпе тивĕçтернĕ. Район территорийĕнче суту-илÿ, обществăлла апатлану енĕпе ĕçлекен, халăхăн йăлари ыйтăвĕсене тивĕçтерекен 264 объект шутланать.

Каласа хăвармалла, 2022 çулта «АкваПром» тулли мар яваплă общест­во продукци туса кăларассипе Чăваш Республикинчи промышленность предприятийĕсем хушшинче пысăк кăтартусемпе палăрнă.

Агропромышленность комплексĕ — район экономикин тĕп секторĕ. Паянхи кун тĕлне районта 9 ял хуçалăх предприятийĕ, 89 хресчен-фермер хуçалă­хĕ, ял хуçалăх потребительсен кооперативĕ — 2, çавăн пекех 10 пине яхăн уйрăм хушма хуçалăх ĕçлет. Çав шут­ра 2022 çулта çĕнĕ 5 хресчен-фермер хуçалăхĕ ĕçе пуçăннă, вĕсенчен «Никоноров Ю.П.» хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕтĕн çитĕнтерме 2,9 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ.

2022 çулта районти 39 ял хуçалăх таварĕ туса кăлараканĕсем пурĕ 101,3 млн ытла тенкĕлĕх патшалăх гранчĕсемпе субсидисене тивĕçнĕ. Уйрăм хушма хуçалăх тытакан 45 çынна 2,046 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ.

Хуçалăхсен мĕнпур категорийĕсем 1 млрд та 829 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ. 2022 çулта 18630 гектар çинчен 66 пин тонна тĕш­тырă çапса илнĕ. Çĕр улмине 679 гектар çинчен 14,5 пин тонна, пахчаçимĕçе 7,1 гектар çинчен 900 тонна пуçтарса кĕртнĕ.

Хăмла çитĕнтерессипе районта «Аг­роРесурсы» тулли мар яваплă общест­во ĕçлет. 2022 çулта хуçалăхра 30 гектар çинчен 50,2 тонна хăмла татса илнĕ. Хăмла çитĕнтерессипе Вăрмар ра­йонĕ республикăра 2-мĕш вырăн йышăнать.

Çавăн пекех районти хуçалăхсенче 10171 тонна сĕт суса илнĕ, 1420 тонна аш-какай туса илнĕ. 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 5824 пуçпа, ĕнесен шучĕ — 2287 пуçпа танлашнă.

Строительство отраслĕ пирки калас пулсан, 2022 çулта 7553 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре хута янă. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерессипе ĕçсем пыраççĕ. «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси çинчен» Саккун ĕçлеме пуçланăранпа Вăрмар районĕнче нумай ачаллă 312 çемьене шута илнĕ, 10 çул хушшинче 194 çемьене çĕр лаптăкĕсем уйăрса панă. 2022 çулта — 54 çемьене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ.

«Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă программăпа килĕшÿллĕн Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркне реконструкцилессипе 5,6 млн тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Кивĕ Вăрмар ялĕнчи стадиона 2,2 млн тенкĕлĕх хăтлăлатнă. Вăрмар поселокĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен территори­йĕсене тата тротуарсене 14 млн тенкĕлĕх юсанă.

Район аталанăвĕ çул-йĕр инфраструктурин аталанăвĕсĕр пулмасть. Ра­йонти пурте усă куракан автомобиль çулĕсене 25 млн тенкĕлĕх юсанă. Ял тăрăхĕсенчи автомобиль çулĕсене юсассипе /8 км\ 25 млн тенкĕ тăкакланă. «Вăрмар-Кавал-Нăрлат» автоçул çинчи тротуарсене, чарăну пункчĕсене юсассипе, çутăпа тивĕçтерессипе ĕçсем пуçланнă.

Василий Викторович Вăрмар муниципаллă округĕнче татса паман ыйтусем чылай пулнине палăртса ума ларт­нă тĕллевсене пурин те пĕрле тăрăшса пурнăçламаллине палăртрĕ. 2023 çулта пурнăçламалли задачăсем вара сахал мар: агропромышленность комп­лексĕ, вĕрентÿ, строительство, культура енĕпе те, çул-йĕр тăвассипе те. Ра­йонăн ăнăçлă аталанăвĕпе çирĕплĕхĕ инвестицисен активлăхĕнчен те килет, районăн экономикине инвестицисем илĕртесси тĕп задачăсенчен пĕри шутланать. Çавăнпа Вăрмар районĕн Инвестици паспортне йĕркеленĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Ива­нов та пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ. Муниципалитет аталанăвĕ палăрт­нă йĕркепе пынине, тĕрлĕ задачăсене пурнăçлас ĕçре округ руководствипе республикăн влаç тăвакан органĕсен çирĕп хутшăнăвĕ эффективлă пулнине палăртнă.

Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов ял çыннисен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли условисем пирки чарăнса тăнă.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика