ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе — Мартăн 8-мĕшĕпе мобилизациленĕ салтаксен амăшĕсене илемлĕ открыткăсемпе саламларĕ.
Паллах, хăй вăл кашни салтакăн амăшĕ патне çитеймест, çавăнпа та çак тивĕçе округсенчи территорисен пай пуçлăхĕсене, депутатсене шанса панă. Кивĕ Вăрмарти территори пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Юрьевич Васильев, Вăрмарти муниципаллă округăн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Васильевич Федотов Кивĕ Вăрмар ялĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакан мобилизациленĕ салтаксен амăшĕсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ячĕпе открыткăсем пачĕç, тюльпан чечеккисен çыххисемпе савăнтарчĕç. Саламлă открыткăсене йышăнакансен шутĕнче Кивĕ Вăрмарти Людмила Геннадьевна Борисова, Галина Михайловна Войкова, Лариса Витальевна Галимова, Эльвира Михайловна Петрова, Ираида Михайловна Степанова пулчĕç. Тĕлĕнмелле килсе тухрĕ темелле. Шăпах çак кун Людмила Геннадьевна Борисован ывăлĕ Анатолий тата Галина Михайловна Войкован ывăлĕ Александр ятарлă çар операцийĕ пыракан аякри çĕртен пĕр эрнелĕх отпуска канма килнĕ. Кăшт маларах Лариса Витальевна Галимован ывăлĕ Анатолий килнĕ пулнă. Мобилизациленĕ салтаксене хальхи вăхăтра черетпе ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнсенчен 10 кунлăха канма яраççĕ, çав шутра çул çине каякан вăхăта та кĕртеççĕ хальлĕхе. Пирĕн ентешсем те тăванĕсене курмалăх вăхăтлăха килеççĕ килĕсене.
Галина Михайловна Войкован вара /ÿкерчĕк çинче\ ЧР Пуçлăхĕн О.Николаевăн саламлă открыткине илнĕ кун виççĕлле савăнăç пулчĕ темелле. Шăпах çак кун, мартăн 6-мĕшĕнче, унăн çуралнă кунĕ. Çуралнă кун валли унăн мобилизациленнĕ ывăлĕ Александр аякри Украина çĕрĕ çинчен киле килсе çитнĕ. Çакăнтан хаклă парне урăх мĕн пултăр-ши амăшĕшĕн? ЧР Пуçлăхĕн саламĕ, çуралнă кунĕ, ывăл килнĕ — йăлтах пĕр кунра. Галина Михайловна хăйне чыс тунăшăн савăннине палăртса пурне те тав тунă. Ытти амăшĕсем те хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн савăннине пĕлтернĕ.
Э.МИХАЙЛОВА.