Пĕтĕм Раççейри массăллă оборонăпа спорт тата патриотлăх уйăхлăхĕ шайĕнче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул ачисем чылай мероприятие хутшăнаççĕ. Уйрăмах 9-мĕш кадет класĕ активлăхĕпе палăрать. Çак кунсенче акă вĕсем Çĕмĕрлере иртнĕ «Нам этот мир завещано беречь» республикăри çарпа патриотлăх фестивальне ăнăçлă хутшăнчĕç, аван результатсемпе таврăнчĕç.
Çавăн пекех шкулта Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн йăлана кĕнĕ йĕркепе 8-10 класри арçын ачасем хушшинче иртекен «А ну-ка, парни» конкурс çÿллĕ шайра пулчĕ. Каччăсем хăйсене пур енчен те маттур кăтартрĕç. Пулас салтаксем стройра утассипе, противогазпа хÿтлĕх костюмне кам маларах тăхăнса ĕлкĕрессипе, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен /ОБЖ/ предметне пĕлессипе, 16-24 кг таякан кире пуканĕсене çĕклесссипе, тĕрлĕ чăрмавсене сирсе мала тухассипе тупăшрĕç. Пĕлтĕр Çĕрпÿ хулинче иртнĕ «Орленок» çарпа патриотизм вăййисенче Александр Силеров турник çинче 41 хутчен туртăнса рекорд тунăччĕ. Кăçал вăл, 11 класра вĕренекенскер, çак конкурсра рекорда çĕнетрĕ, 50 хутчен туртăнчĕ. Конкурсра вĕсене шкул директорĕ П.Алексеев, РФ Хĕç-Пăшаллă çарĕсен ветеранĕ М.Пуклаков, В.Ильин интернационалист-салтак саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. 5-мĕш пулас кадет класĕнче вĕренекенсем вальс, чăваш ташши ташласа, шкулти параппанçăсен çĕнĕ йышĕ çĕнĕ ташăпа савăнтарса хавхалантарчĕç.
Совет Союзĕн Геройне А.С.Казакова асăнса пневматикăлла винтовкăран тĕл персе ăмăртассипе, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Владимир Сергеева асăнса пăшалтан перессипе ăмăртнă. Унсăр пуçне Г.Александров интернационалист-салтака асăнса Калашников автоматне салатса пуçтарассипе те тупăшнă ачасем.
Нумай пулмасть Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Вăрмар муниципаллă округĕнчи вĕрентÿ организацийĕсенчи çамрăк армеецсен уйрăмĕсен слечĕ иртнĕ. Совет Союзĕн Геройĕ А.С.Казаков çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятине 100 ытла çамрăк армеец хутшăннă. Слет пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекен çамрăк армеецсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Пĕтĕмĕшле уйăхлăх шайĕнче те кадет класĕнче вĕренекенсем хăйсене çÿллĕ шайра кăтартрĕç.
Шкулти çамрăк армеецсен, кадетсен йышĕнче кăçалхи тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнакан çĕнтерÿçĕсемпе призерсем. Çарпа патриотизм енĕпе кăна мар, вĕренÿре те çитĕнÿсемпе палăраççĕ. Вĕсен шутĕнче республика шайĕнчи олимпиадăсен призерĕсем: Спиридонов Константин /10б\ чăваш чĕлхипе тата литературипе республикăра иртнĕ олимпиадăра призер, Андреева Юлия /11в\ биологипе тата чăваш чĕлхипе литература предмечĕсемпе призер, Семенова Ангелина /9б/ - экологипе призер, технологи предмечĕпе çĕнтерÿçĕ, Михайлова Анна /11б\ чăваш чĕлхипе тата литературипе призер, Зобова Маргарита — биологипе призер. 11-мĕш класра вĕренекен Сергеев Никита шкулта çарпа-патриотизм мероприятийĕсене ертсе пырассипе активлă, час-часах командир вăл.
Çитĕнекен ăрăва шкулта çарпа патриотизм енĕпе аталантарассипе пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен Владимир Павлович Антоновăн тÿпи пысăк. Кĕçех майăн 9-мĕшĕ тĕлне Çĕнтерÿ парадне хатĕрленме пуçлĕç шкулта.
Э.МИХАЙЛОВА.