Энĕшпуç ялĕнче СССР спорт мастерĕсене — пĕртăван Геннадий Ивановичпа Юрий Иванович Ивановсене асăнса йĕлтĕрпе чупассипе кăçалхипе 20-мĕш хут республика шайĕнчи йăлана кĕнĕ уçă ăмăрту иртрĕ.
Унта 200-е яхăн чи пултаруллă та хăвăрт йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ. Çак кун йĕлтĕр йĕрĕ çине Вăрмар, Шупашкар, Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Канаш, Тăвай, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕсен спортсменĕсем — вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсенчен пуçласа аслă ÿсĕмрисем таран — туслăн тăчĕç.
Спорт мероприятийĕн торжествăлла пайĕ ялти шкул çурчĕ умĕнче пулчĕ. Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культурăпа социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин, физкультурăпа спорт ветеранĕсен республикăри Канашĕн председателĕ В.Шоркин, велоспорт енĕпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ С.Лушин, Чăваш Республикинчи йĕлтĕр ăмăртăвĕсен федерацийĕн председателĕ С.Скоросуев, Энĕшпуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ тивĕçĕсене пурнăçлакан О.Иванов тухса калаçрĕç. Вĕсем ăмăртуçăсене ырă сăмахсемпе хавхалантарса ăнăçу сунчĕç.
Унтан ăмăртусем пуçланчĕç. Палăртнă йĕркепе килĕшÿллĕн йĕлтĕрçĕсем çул ÿсĕмне кура ушкăнăн-ушкăнăн черетпе чупрĕç. 2013 çулхи хĕрачасемпе арçын ачасенчен пуçласа 80 çултан иртнĕ ветерансем таран хăйсем чăн-чăн спортсменсем пулнине çирĕплетрĕç. Пурте хăйсен дистанцийĕсене парăнтарса финиша ăнăçлă çитрĕç. Финишра вара пурне те тутлă вĕри чей кĕтрĕ.
Чи çамрăк йĕлтĕрçĕсем Константин Ивановпа Тимофей Семенов пулчĕç. Чи аслисем хушшинче 84 çулти Владимир Лирзай палăрчĕ.
Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ йĕлтĕрçĕсем хушшинче Вăрмар муниципаллă округĕн представителĕсем чылайăн пулчĕç. 2013 çулхи тата кĕçĕнрех хĕрачасем хушшинче Пинерти Е.Измукова 2-мĕш вырăна тухрĕ. 2011-2012 çулхисем хушшинче Чупайĕнчи М.Сереброва та 2-мĕш вырăна йышăнчĕ. 2005-2006 çулхисем хушшинче Чупайĕнчи А.Егорова 3-мĕш пулчĕ. 18-29 çулти хĕрарăмсем хушшинче Энĕшпуçĕнчи А.Григорьева 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
2013 çулхи тата кĕçĕнрех арçын ачасем хушшинче Пинерти С.Чернов çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. 2011-2012 çулхисем хушшинче Энĕшпуçĕнчи Д.Бурьянов 2-мĕш вырăна тухрĕ. 2009-2010 çулхисем хушшинче Энĕшпуçĕнчи Н.Александров 2-мĕш пулчĕ. 2007-2008 çулхисем хушшинче Энĕшпуçĕнчи Н.Никифоров 1-мĕш, Чупайĕнчи А.Егоров 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. 2005-2006 çулхисем хушшинче Чупайĕнчи М.Николаев 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. 18-29 çулти арçынсем хушшинче Кивĕ Вăрмарти Е.Сметанин 2-мĕш вырăна тухрĕ. 30-39 çултисем хушшинче Чупайĕнчи С.Елаков çĕнтерчĕ. 50-59 çултисем хушшинче Тупахри А.Денисов 3-мĕш пулчĕ. 80 çултан аслăраххисем хушшинче вара Кавалти В.Лирзай 2-мĕш вырăна йышăнчĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе тата медальсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.
И.ДАНИЛОВА.